Хаклă вулаканăм!
Сирĕн аллăрта Аскольд Де Герсо çыравçăн иккĕмĕш чăвашла кĕнеки. Ку кĕнекене тĕрлĕ вăхăтра çырнă хайлавсене кĕртес терĕм, çавăнпа та мĕнле-тĕр çыхăну хайлавсем хушшинче шырама кирлех мар. Калавсенче паянхи çамрăксем хушшинчи хутшăнусем: савăнăçпа хурлану, юратупа кĕвĕçÿ — пурте вырăн тупаççĕ. Пурăннă пурнăçра пурте пулать, кунпа нимĕн те тума çук, çавах та хăшĕ пĕр йăнăшсене сирсе ямашкăн пур, çавна вĕрентмеççĕ-и пире классиксен хулăн романĕсем? Курас текен — курать, тупас текен — тупатех, çавах та нихăш романра та уççăн пĕлтермеççĕ, унта сăнарсен пурнăçĕ тăрăх кăтартса пырать çыравçă.
Ку хайлавсен пуххинче те нихăшĕнче те вĕрентсе çырни çук, тĕслĕхсем вара аванах. Пирĕн кашнийĕн çуралсанах умра темĕн чухлĕ çул, çавă кăна-и, кашни кунхине ир çинчен ыйха сирсен умма çĕнĕ çулсем тухаççĕ, хăшне суйласа илетĕн, çавăн пек пулать кун. Юмахри паттăра та çăмăлрах пулнă: ун умĕнче виçĕ çул анчах, çитменне кашни пирки пĕлтернĕ: тÿрĕ каятăн — утна çухататăн, сулахая каятăн — чысна çухататăн, сылтăма çул тытсан пуçна çухататăн. Пире вара никам та палăртмасть, хамăр суйласа илмелле тĕрĕс çула.
Сăвăлла хайлавсене ырлакансем валли ку пухура уйрăм сăвăсем, поэмăсем пур. Икĕ поэмăна авалхи грексен халапĕсем тăрăх шăрçаланă.
Хаклă вулаканăм, енчен те мĕнле-тĕр ыйтусем тухсан, сĕнÿсем пулсан, тÿрремĕн çыру çырма пултаратăр. Адрес: askolddegerso602@gmail.com
Психеяпа Амур
Авалхи саманара
Пулса иртнĕ ку ĕçсем,
Пурăннă пулать патша
Юптараççĕ халапсем.
Çитĕннĕ ун виçĕ хĕр:
Калама çук, хÿхĕмсем,
Илемлĕ, хитре, капăр
Тата пур-ши сăмахсем.
Чи кĕçĕнни пуринчен
Ытларах та чиперкке,
Сăнарлама питĕнчен
Сăмах çук-çке, тÿлекке.
Мĕскерпе танлаштарас-ши
Пикен тăрăс пÿ-сине,
Мĕнле çырса кăтартас-ши
Çак асамлă илеме?
Çавах та тăрăштаратăп
Сăвăçăн вĕт, ирĕк çук.
Пикене, ак, сăнарлатăп
Унсăр мĕнле юптару.
Сарă тĕслĕ çÿçĕсем
Икĕ хулăн çивĕтре,
Тÿпен кăвак куçĕсем
Ытарайми те хитре.
Вăрăм куç хăрпăкĕсем
Хумханаççĕ илĕртсе,
Çакăн пек тĕлĕнтерÿ
Татах пур-ши тĕнчере?
Пиçнĕ çырла тутисем
Йăл-кулупа палăрсан,
Сар хĕвелĕн шевлисем
Пытанаççĕ вăтанса.
Çинçе сăпсан пилĕклĕ
Кам аллисем ыталĕç?
Камăн савнă куçĕсем
Çак илемпе киленĕç?
Çĕршывра пурнан çынсем-и
Е килнĕ-и инçетрен,
Ятарласа пикене
Курма килнĕ кунсерен.
Тĕрлĕ çĕре сарăлса
Хыпар çитнĕ пĕлĕте,
Канăçлăх, ак, çухатса
Кайса курма хĕтĕртет.
Афродита тÿперен
Аннă пулать хĕр пулса,
Пикене курас тесе,
Илемĕпе ăмсанса.
Курма килен халăхсем
Каласан сăвăласа:
Йăтса килеç тĕрлĕрен
Парнесем хапăл туса.
Сăвăçсем халалласа
Шăрçалаççĕ сăвăсем
Илемпе касмăкланса
Туртăнаç ÿнерçĕсем.
Турăш евĕрех чыслаççĕ
Илĕртÿллĕ пикене,
Тилмĕрÿ унтан ыйтаççĕ
Тĕрлĕрен сĕнеç чÿкне.
Афродита кĕвĕçсе
Тавăру çинчен шутлать.
Вăл Психея çилленсе
Хурлантарма шут тытать.
Çав шухăшпа Амура
Пĕр кунхине йыхăрать,
Йĕркесĕр çынна савма
Ĕнентерме вăл хушать.
Ик аппăшĕ те пикен
Патшасемпе мăшăрлă.
Пĕр Психея хальллĕхе
Тăр пĕчченех — хăй майлă.
Çавăнпа-ши тарăхса
Юмăçа ашшĕ каять,
Сăлтавне уçма ыйтса
Сăрт çамкине çывхарать.
«Хĕрне чул хысак çине
Ертсе кил эс каçхине,
Пулас мăшăр çунатне
Сарса çитĕ ун патне.
Тискер кайăклă хаяр,
Çавнашкалах ултавлă,
Çынсене кăна вăл мар
Турăшсене çĕнтернĕ».
Çавăн пек сăмахсемпе
Хуравлать юмăç ăна,
Патша сехри хăпнипе
Кермене васкав утать.
Анăç енне туртăнса
Хĕвелĕ куна вĕçлет.
Патша канăç çухатса
Керменте утас виçет.
Чарăнса вăл кăшт тăрать-ши
Шухăшсене майласа,
Ĕнсине вăл е хыçать-и
Нимĕн тума аптраса.
Хĕвел анчĕ сăрт хыçне,
Кĕренленчĕç пĕлĕтсем.
Нимĕн те килмест пуçне
Явăнаççĕ шухăшсем.
Капларах тусан мĕнле-ши
Йăнăшасран шикленет.
Тĕрĕс шухăш кам сĕнсе-ши,
Анчах та вăхăт иртет.
Ĕнтрĕк сăн та таврана
Çитнĕ çавă хушăра,
Каç пуласси инçе мар
Мĕскер тăвас тупата?
Акă, халне çитерсе
Хăй патне хĕре чĕнет.
Калаçмалли пур тесе
Пÿлĕме ертсе кĕрет.
Хупă алăк хыçĕнче
Мĕн каланă-ши, патша?
Ун пирки халапсенче
Асăнман пĕр сăмах та.
Юмăçа, ак, пăхăнса
Ертсе каять вăл хĕре,
Мĕн хушнине тăнласа
Хăварать çав пĕччене.
Куççульсем шăпăртатса
Юхать пикен куçĕнчен,
Çил вĕрет лăплантарса:
«Хăрушлăх çук нимĕн те».
Мĕн тесен те, чĕтренсе
Пулас мăшăра кĕтет.
Хумханса вăл, шикленсе
Ыйхăпала кĕрмешет.
Сар уйăх пĕлĕт хыçне
Шуса кĕчĕ тахçанах.
Пурте ыйхă авăрне
Çакланнă ĕнтĕ, паллах.
Çăлтăрсем те ыйхă витĕр
Çутатаççĕ çĕр çине
Ку мĕскер, палăрчĕ чăлтăр
Шуйлантарчĕ пикене.
Кăкăртан тухса тарас пек
Кăлт та кăлт тапать чĕре,
Пурнăçпа сывпуллашать е
Хытса кайрĕ халь пике.
Ним тума та хальхинче
Пытанма та вырăн çук.
Никам çук хÿтĕлеме
Куçсенчен юхать куççуль.
«Çавăн евĕр вĕçленет-шим
Пурнăçа курмасăрах,
Çамрăк ĕмĕр тĕпленет-шим
Юрату туймасăрах?»
Пĕринчен пĕри хăрушă
Килеç пуçа шухăшсем
Шикленÿллĕ тавралăх
Шуйланать-çке чун-чĕре.
Çав самантра сасартăк
Тÿперен Зефир анать.
Ыталаса пикене
Тÿпенелле ăнтăлать.
Вăл çуначĕсем çинче
Инçе çĕре çитерет.
Ешĕл курăк хушшинче
Вĕçеве Зефир вĕçлет.
Илемлĕ йĕри-тавралăх,
Çумранах çырма юхать.
Тĕлĕкре, тейĕн, садра
Чун илемпе йăмăхать.
Асамлă тĕспе капăрлă
Вĕçсе иртеç кайăксем,
Çуйхашаççĕ умлă-хыçлă,
Ян! Каяççĕ сассисем.
Пĕр кайăк, ав, инçех мар
Мăнаçланса утаслать,
Çакăн йышши курăма
Пуçласа пике сăнать.
Йывăç çинчен çмĕçсем
Илĕртеççĕ тутанма,
«Хальхинче эпĕ ăçта-ши
Леш тĕнчере е кунта?»
Чĕпĕтсе те вăл пăхать
Хăйĕн çепĕç аллине,
Ырату-çке палăрать
Чĕпĕтни те сисĕнет.
Ку чухне, ав, тĕлленмест
Пурте чăн — куç умĕнче,
Анчах та вăл чĕптемест
Тыткăнлать юмах тĕнчи.
Çывăхра çÿллĕ кермен
Ылтăн тĕспе вылянать.
Пикене Зефир иртме
Аллипеле кăтартать.
Хаклă йышши чулсенчен
Сукмак хывнă кермене,
Хĕвел ылтăн çутинче
Йăлтăртатаç тĕрлĕрен.
Сарăпа, кăвакăн, хĕрлĕн
Уйăрма та хăшне çук.
«Хăш патшан-ши керменĕ,
Мĕнле тытас калаçу?»
Кĕлчечекĕн çеçкисем
Саламлаççĕ пуç тайса,
Çакăн чулĕ илемрен
Пуç каймалла çаврăнса.
Шикленсе сукмак çине
Утасларĕ сарă хĕр,
Кермен çÿллĕ алăкне
Асамлă уçрĕ-ши вăй?
Пĕр тĕлĕнет, пĕр савнать
Пике умри курава,
Çакăн пек те-ши пулать?
Çăтмах евĕрех шалта.
Хĕр пÿлĕмсенче çÿрет
Пур çĕрте те шăп та лăп.
Пĕр никам та çук-ши, тен,
Çук, çитеççĕ сасăсем.
Мĕн çинчен те шутласан
Куç умне ĕмĕт тухать,
Ак, сĕтел пуçтарăнса
Куркана алă тăсать.
Сĕтелĕ çинче мĕн çеç çук
Тĕрлĕ-тĕрлĕ çимĕçсем,
Ылтăн чашăк пыл та çу
Кĕмĕл чашăк çырлисем.
Юрăçсем килентерсе
Шăратаççĕ юрăсем.
Хĕр кăмăлне килмелле
Вĕсен çепĕç кĕввисем.
Темиçе те кун иртет
Никама та вăл курмасть,
Каç çитсен мăшăр килет
Ир çитсессĕн — çухалать.
«Эпĕ камне эсĕ пĕлсен,
Киленÿ çĕтет йăлтах», —
Çамрăк мăшăр пикене
Вăрттăнлăха систерет:
«Çав тер çепĕç саслăскер,
Хăрушă пулас çук», — тет.
Анчах мăшăр сăнарне
Хальлĕхе вăл тĕпчемест.
Йăмăкĕшĕн хурланса
Тарăхаççĕ аппăшсем.
Пур çĕрте те шыраса
Килсе тухаççĕ вĕсем.
Мĕн чухлĕ атă-пушмак
Çĕтне вĕсем шыранса,
Çавах тăван йăмăкне
Шаннă пулать, тупасса.
Тĕл туса аппăшсене
Кĕтсе илет сарă хĕр,
Кермен тăрăх çÿретсе
Паллаштарать пурнăçпе.
Ăмсанса пăхаç куçсем
Йăмăкĕн пуянлăхне,
«Кам пулать сан мăшăру?
Хăш патшалăх пуçлăхĕ?
Сăн-питрен вăл еплерех
Чипер-ши е хитре мар?
Ÿт-пĕвĕ ун мĕнлерех
Яштака е мăнтăркка?»
Халиччен те эп ăна, —
Кун çутинче курман, — тет. —
Вăл çĕрле кăна манпа
Ирхине çумран çĕтет».
Çавăн пек сăмахсемпе
Хĕр пĕлтерет хăй çинчен,
Çийĕнчех аппăшĕсем
Вăрттăнла канаш сĕнеç:
«Каçхине хĕвел анать те
Ыйха сир эс хăвăнтан,
Мăшăру килĕ çитет те
Вырăнтан та ан хускал.
Упăшку ыйха путсан
Çурта çут эс вăрттăн çеç,
Те пĕрер-пĕрер усал вăл
Те çĕлен вăл — илĕртмĕш».
Аппăшсем каланă пек
Хĕр çурта çутать çĕрле,
Çывхарать кравать патне:
Упăшка çыврать канле.
Ылтăн тĕслĕ çÿçĕсем
Йăлтăртатаç çутăра,
Пикен савнă куçĕсем
Пăхса савнать мăшăра.
Ыйхăра тĕлленнĕрен-ши
Йăл-кулу тутисенче,
Юмах евĕрех-çке каç
Асампа тулли тĕнче.
Юрату турăш куçне
Пур илемĕпе курнать,
Хĕр пĕшкĕнсе мăшăрне
Çепĕççĕн çеç чуптăвать.
Шутламан пике çавна:
Çуннăçем, çурта йĕрет.
Тумламсем тумлаç çуртан
Инкек çуммăнах çÿрет.
Çурта çути куçĕнче
Вылянчăклăн ялкăшать,
Юрату çулăмĕнче
Ылхан хăй ĕçне тăвать.
Ах! Инкек! Вĕри ăвăс
Тумлать мăшăр хул çине,
Ыратăва тÿсеймесĕр
Амур уçать куçсене.
Ÿкĕтлĕн куçсем пăхаççĕ
Пике çине тинкерсе,
Ăнланчĕ пике: йăнăшнă,
Ма итлесе аппăшне.
«Эх, савниçĕм, мĕскершĕн
Пăхăнмарăн хушнине,
Ылхан халĕ пирĕншĕн
Пурнăçлать хура ĕçне».
Çавăнтах вăл кантăкран
Вĕçсе тухать хăварса,
Сарă хĕре хуйхăра
Йăнăшнăшăн хурланса.
Хыçĕнчен тухса чупать,
Кăлăхах. Вăл инçетре,
Афродита, ак, çыхать
Амурăн пиçне хулне.
Тата тепĕр тавăру
Шутласа тупать хĕре:
«Илем ещĕкне тыт çул
Хальллĕхе вара ĕçле».
Ĕçленĕ май хĕр пухать
Çул çине вак-тĕвексем,
Тĕрлĕ майăн шухăшлать
Тупсăмĕ çук ниепле.
Вăт çапла хĕр çул тытать
Илем ещĕкĕ патне,
Çул тăрăх вăл кĕл тăвать
Ватă Турăш амăшне.
Тур амăш сар пикене
Малалли пирки калать.
Мĕнлерех унта çитме
Еплерех хăйне тытма:
«Ещĕке эсĕ ан уç,
Хăрушлăха вăл таять»,
Çав сăмахсемпе карчăк
Куç умĕнчен çухалать.
Хĕр чылай çулпа утать-и
Кун кунлать те, çĕр çĕрлет.
Тĕ хĕвелĕ çутатать-и
Каçхине уйăх çÿрет.
Çитрĕ, акă, шыв хĕрне,
Анлăн сарăлса выртать.
Шыв тĕкĕрĕ тыткăнлать те
Çавах шухăша ярать.
Аслă çырма каçма çук
Пĕр Харон çеç каçарать.
Анчах та тискер йытти
Шăлĕсемпе йăлтăрать.
«Вилесен çырми урлă
Каçать пике кимĕпе,
Ват карчăк канашĕпе
Шăплантарать йыттине.
Кĕçех ещĕке илсе
Çĕр çине вăл таврăнать.
Усă курас-ши тесе,
Ещĕке пике уçать.
Кĕтнĕ илем вырăнне
Ещĕкрен тухать усал,
Ним ăнкартман пикене
Тарăн ыйха путарса.
Усал сывлăш алхасать,
Сиен кÿрет халăха,
Те çилĕ вĕрет урса,
Тÿсейми çук шăрăхпа.
Хÿтĕлĕх ыйтса халăх
Турăшсене тилмĕрет,
Зевс пуринчен те асли
Олимпра канаш сĕнет.
Çÿллĕ ту çинче пуху
Йĕркелет Турăшсемпе,
Афродитăн сăн хĕрхÿ
Айăпĕ пĕр ун çинче.
Телее, Амур çитет,
Вăратать вăл сăнăпа,
Ещĕке часах леçме
Сĕнет вăл Психейăна.
Турăшсен патши патне
Хăй васкавлăн вĕçтерет,
Савнийĕ хутне кĕме
Вăл патшана тилмĕрет.
Зевс Амурăн сăмахне
Тăнласа итлет тимлĕн.
Юрату асамлăхне
Хăй çинче пĕлет чупкăн.
Леда ятлă арăма
Акăш пулса илĕртнĕ.
Тепĕрин вĕчи çине
Çумăр пулса тăкăннă.
Арăмĕ вара хăйĕн
Тĕшмĕртет кил таврашра.
Çавнашкал-ши, тен, шăпи
Пĕтĕм влаç пĕр алăра.
Çавăнпа та-ши тен,
(Халапсенче хурав çук).
Пикене хута кĕрсе
Вилĕмсĕрлĕх парнелет.
Хăйĕнчен вăл чаплă туй
Çамрăксене йĕркелет.
Чĕрере пур юрату
Темĕне те çĕнтерет.
Ациспа Галатея
Ешĕл курăк пур çĕрте
Çитĕнеççĕ çимĕçсем.
Йыхăраççĕ хăй патне
Ывăçпа виноградсем.
Хумханать тинĕс йăвашшăн,
Çуйхашаççĕ кайăксем,
Хĕвелĕ пăхать ачашшăн —
Çăтмах тейĕн ку çĕре.
Кашни кун пĕр вăхăтра
Хĕвел çÿллĕ çĕкленсен,
Килсе тухать тинĕсрен
Ытарма та çук пике.
Хыçĕнчен хумсем сирсе
Татах тухаç пикесем.
Ку тинĕс патши Нерей
Илĕртÿллĕ хĕрĕсем.
Пуринчен те хитререх
Галатея пулнă теç.
Тинĕсри моряксене
Пулăшу кÿнĕ вăл çеç.
Сывлăша хумсем хăрушшăн
Çĕкленеç-и хăмсарса,
Карапсене айлĕн-çийлĕн
Çавăраç-и путарса.
Çак йышши çанталăкра
Галатея пĕр шанчăк:
Хумсене лăплантарма
Çителĕклĕ пĕр авăк.
Халь кăна хаяр хумсем
Çак хĕр çепĕç сассинчен,
Майĕпен пĕчĕкленсе
Çухалаççĕ тинĕсре.
Çÿллĕ тури шăтăкра
Пурăннă сăнсăр циклоп,
Кĕтÿ кĕтнĕ айлăмра
Хевтепе пулнă улăп.
Сăрт çийĕпе çумăрта
Кĕтĕвне вăл çÿретнĕ,
Хысаксене хушăран
Катмакпала тĕпретнĕ.
Пĕр шухăшсăр çак таран
Иртттернĕ вăл ĕмĕрне,
Шăхличепе выляса
Хăш чух юрă сĕрленĕ.
Тен, çавнашкал малалла
Пурнăçĕ пыратчĕ-ши:
Кĕтĕвне ертсе çыра
Килсе тухма пÿрнĕ-ши?
Сăрт çамкинчен инçете
Тинкерет циклоп тимлĕн,
Хумсем тинĕс çийĕпе
Шăмпăлтатаççĕ лăпкăн.
Хăйĕн пысăк кÿсекне —
Карап мачтипе пĕр тан,
Пăрахать çерем çине,
Кăларать шăхлич унтан.
Шăхличĕ вĕрсен, тавралăх
Сисчÿвленсе шăпланать.
Кайăк-кĕшĕк самантрах
Хăй йăвинче пытанать.
Акă, шыв çине сирсе
Ылтăн хĕвел тухнă пек,
Циклопа тĕлĕнтерсе
Килсе тухрĕ сар пике.
Полифем куç чакăртса
(циклопа çапла чĕнеç),
Сывлама та чарăнса
Пăхса ларать ун çине.
Асамлă курăну, тейĕн,
Шикленет çухаласран.
Галатея — пур — шыв çийĕн
Киленет чăмпăлтатса.
* * *
Полифемăн сăнарне
Уçса пама питĕ хĕн,
Илес-милес сăн-питне
Кăтартма сăмах çук-мĕн.
Лăпăс-лапăс çÿçĕсем
Çумăрта çеç шыв кураç,
Ÿссе кайнă сухалсем
Пĕтĕмпех питне сăраç.
Пĕртен-пĕр куç циклопăн
Вырнаçнă çамки çинче,
(Халь куратăр, ав, хăвăр
Шăнăçмасть сăмахсенче).
Çак сехмет сар пикене
Пĕрре курсах куç хывать,
Астаррăн вăл тинкерет
Хăрах куçĕпе шыва.
Кам юраттăр эсреле
Сăн-сăпатсăр усала.
Тирпейленме Полифем
Кăнтăралла çул тытать.
Катмакпа çÿç якатма
Тытăнать вăл çитсенех,
Çăлăнаççĕ пайăркан
Тусăнса пĕтнĕ çÿçсем.
Чÿхенсен çăмăлтарах
Пулатчĕ-ши якатма?
Хĕн пулĕ çав, сахалрах
Ăс пулсассăн пуçăнта.
Çап-çутă çивчĕ çурла
Кăларать вăл кĕтесрен,
Сухалне ывăçласа
Кĕскетме хатĕрленет.
«Тирпейлерĕм сăн-пуçа», —
Кÿленчĕкрен тинкерет.
Чунсăрне анчах шута
Вăл илмен-тĕр, куçкĕрет.
Канăçа циклоп çухатнă
Çемĕçелнĕ чĕрипе.
Çавах та ăна шăпа
Пиллемен-тĕр телейне.
Полифем пĕлмен пикен
Ацис — савнă каччи пур.
Кăмăллаççĕ пĕр-пĕрне —
Яшсен çирĕп юрату.
Кăпăклă хумсем чупаççĕ,
Кăпăклă хумсем сирсе.
Тĕл пулаççĕ савăнса
Галатеяпа Ацис.
Çĕркаçа мĕнле чăтса
Шурăмпуç çывхарнине
Вĕсем кĕтнĕ хумханса
Теприне çитессине.
— Ырă кун сана, савниçĕм! —
Хумсем витĕр сас çитет.
— Ырă кун, çутă телейĕм! —
Хирĕçле хурав вĕçет.
Çĕнĕ кун — çĕн йăл-кулу
Туйăмсем çирĕпленеç.
Савнипеле калаçу
Чĕрене килентерет.
Çыр тăрăх вĕсем çÿреççĕ
Алла-аллăн тытăнса,
Полифем сăнать çиллессĕн
Юратăва ăмсанса.
Кĕтÿне ертсе çыра
Килсе тухать вăл, курать.
Алла-аллăн тытăнса
Ациспа пике утать.
Полифем сăнĕ хăрушшăн
Кайăк та çумĕн вĕçмест.
Тинкерен куçĕ юнавлăн
Тутисем ун шăл йĕреç.
Шăхличĕ хăрушшăн вĕрчĕ
Çĕр чĕтренчĕ кисренсе.
Тинĕсре хумсем çĕклерĕ
Асар-писер çил иртсе.
Çамрăксен чĕри шуйланчĕ —
Ырăпа вĕçленес çук.
Полифем хысак шыранчĕ
Циклопран тармашкăн çук.
Тинĕсе пике ыткăнчĕ
Хÿтлĕ хумсен ытамне,
Пĕр хысак çитсе çĕмрĕлчĕ
Ацис юлчĕ ун айне.
Чул хысак ик ванчăка
Çурăлчĕ те, варринче
Хăмăш курăнчĕ куçа
Çăл куçăн тĕкĕрĕнче.
Шывĕ, ак, тинĕс енне
Тупрĕ çулне шыраса,
Часах хумсем сирпĕнсе
Ыталарĕç çырмана.
Халăхра çакăн йышши
Халап юлнă ас илме,
Ĕмĕрне те ан çухатăр,
Чăн юрату илемне.
Купидон
Карса илнĕ тĕттĕмлĕх
Çăлтăрсем те палăрмасть.
Кун-каçа ырнă халăх
Канлĕ çывăрать.
Ăнсăртран сас пулчĕ
Шаккаççĕ алăка.
Кам-тăр сасă пачĕ
Сирчĕ ыйăха.
Çакăн пек çанталăкра
Кам çÿретĕр терĕм,
Çук, шаккаççĕ хытăрах
Тĕлленчĕ, темерĕн.
«Кам пĕр шикленмесĕр,
Каçхине çÿрет?» —
Çилле пытармасăр
Чĕнтĕм хайхине.
«Ÿт-пÿ шăнчĕ пĕтĕмпех
Сивĕ çил кашлать,
Хăв куратăн, ав, тÿпе
Хуп-хура тавра.
Мĕскертен хăратăн,
Эп пĕчĕк çеç ача,
Çул-йĕртен аташрăм
Ярсамччĕ ăшăнма».
Çакăн евĕр сăмахсем
Çитрĕç, акă, тул енчен.
Çуртана хăвăрт илсе
Çутатрăм хальхинче.
Тулта çумăрĕ чашлать
Çиçĕмĕ çиçет.
Урнă çилĕ ахăрать
Хÿмене силлет.
Лăпланма та шутламасть
Чарăна пĕлмест,
Çÿлти уйăх çути те
Çĕр çине çитмест.
Акă уçрăм алăка,
Ку тата мĕскер?
Тăрать пĕчĕк çеç ача
Пĕр тумтирсĕрскер.
Икĕ шурă çунатне
Асăрхарăм кун çинче,
Ухăпа сăннисене
Хĕстернĕ хул хушшине.
Иртсе лар кăмак умне,
Çав тер вĕт шăннă,
Халь те çавă каçхине
Вут чĕртес шут пулнă.
Ухăпа сăннисене
Ача хучĕ çумнерех.
(Каччăсемпе хĕрсене
Çак улаха сĕтĕрет).
Авă, çитрĕ ăшăнса
Калаçма пуçларĕ.
Ухă тытрĕ выляса
Сăнă ункăларĕ.
Ман çине пăхса хăй
«Пăсăлман-ши?» — тет.
Сăнă вĕçне ман енне
Чеен шĕвĕртет.
«Пĕртте пăсăлман-çке
Ухă çумăрпа»,
Суранларĕ чĕрене
Ылтăн сăнăпа.
Чĕрене вут хыпнăн,
Çурасла сурать.
Купидон хаваслăн
Савăнса кулать.
«Кÿршĕре пике пур,
Сана пит савать», —
Вăрттăн çеç Амур
Сиплев савалать.
Çавхатер илемлĕ
Хĕр çитĕннĕ кÿршĕре,
Сăпсан çинçе пилĕклĕ
Епле чăттăр-ха, чĕре.
Пуринпе те ăшшăн,
Уççăн калаçать.
Тĕнчере çук тейĕн,
Сасси тыткăнлать.
Çав тери те çепĕç
Çăл евĕр юхать.
Чĕре ман чул мар-çке
Çулăмпа çунать.
Курăнмасть кăна,
Çиеле тухмасть.
Савнă пике сăнĕ
Асăмран каймасть.
Каçхине тухсассăн:
«Пĕтĕм чунтан ытарап:
Юратап, — тесе каласшăн,
Темшĕн — вăтанап.
Юратап сана, — тесессĕн
Енчен йышăнмасть?
Пурпĕрех пĕтетĕп
Чун тăнăçланмасть.
Пĕр каçхине вăйăра
Шанса пĕтме çук.
Уçрăм хамăн чĕрене:
«Арăм пул, Лисук!»
Ялти сарă пикене
Эпĕ савнă тахçанах,
Чĕрене уçса чĕнме
Хăюлăх сахалтарах.
Хальхинче те ăшшăн
Пăхрĕ ман çине,
Чĕнчĕ вăл йăвашшăн:
«Мĕн тейĕ, анне».
Мул енчен катăк та
Вăй-халăм ман пур.
Пурнăçри йывăрлăхран
Хĕрÿ чĕре пур.
Юратсассăн чĕререн
Пире ним те çитеймест
Савнă чĕре ăшшине
Вут кăвар та çĕнеймест.
Çулталăк çавăнтанпа
Иртсе кайрĕ ĕç-хĕлпе,
Кайăксем, ав, кăнтăра
Туртăнаççĕ картипе.
Лисукпа эпир телейлĕ
Çĕнĕ çуртра савăнса
Пурăнатпăр халь илемлĕ
Вулакана ыр сунса…
Арçури
Мур ăрувĕнчен тухнă-ши
Е алтас-ши тарăнрах,
Несĕле кам пуçарнă-ши
Калăпланă катăкрах.
Усалпа ăçтан тăван-ши
Тăрă шывăн пăлханçи?
Çанталăк епле тÿснĕ-ши
Мĕнле чăтнă ăрăмçи?
Пĕр шухăшсăр ăсталанă
Килпетсĕр юрăсене,
Куç курнине шăрçаланă
Хывнă сăвă йĕркине.
Шурлăх кăтăшне упранă
Тăвăрланнă канăçпа,
Пĕр шелсĕр пăрахăçланă
Сывпуллашнă пурнăçпа.
Типнĕ йывăçа тĕпленĕ
Упранă хунавсене,
Илемпе чунтан киленнĕ
Кăмăллăннă уйсемпе.
Хуçăлса ÿкнĕ турат-и
Тĕл тусассăн куç умне,
Аякка илсе хуратăп
Йĕркелетĕп çул çине.
Çур вăхăтĕнче хур-кайăк
Ырнă карти вырнаçать,
Кÿлĕре пурне те канлĕ
Уйăх çутă сапалать.
Ыйăха путмасть пĕр çамрăк
Акăш, амăшне тĕпчет:
«Мĕн вăхăт ĕнтĕ вĕçетпĕр
Çав тер анлă-шим тĕнче?
Аннеçĕм, ахах-мерченĕн
Мĕскер-ши йăлтăртатать»,
«Çăлтăрсем вăл, пĕчĕкскерĕм,
Пирĕн çула палăртать».
Анлă кÿлĕ сарăлса
Тĕкĕр евĕр çутатать.
Уйăх хăю ывăтса
Кÿль çийĕн кĕпер хывать.
Сĕтеклĕ симĕс курăкĕ
Выртса канма йыхăрать,
Пуç тайса ылтăн чечекĕ
Çĕнĕ кунпа саламлать.
Шурăмпуç кăшт палăрсан
Карта пуçĕ çĕкленет,
Хур-кайăка вăратса
Малалла вĕçме чĕнет.
Хур картисем тÿпере
Какăлтатса иртеççĕ,
Акă ĕнтĕ тĕнчене
Çу кунĕсем çитеççĕ.
Тĕрлĕ тĕслĕ сасăпа
Янраса тăрать вăрман.
Вĕçет куккук авăтса
Сасă каять ян! Та ян!
Шăпчăксем юрă юрлаççĕ,
Таврана илем кÿрсе,
Хĕвел шевлисем выляççĕ
Кÿль шывĕнче чÿхенсе.
Курăк хушшинче çырла
Тутанса пăхма сĕнет.
Савнăçпа кăкăр тулса
Тÿпенелле вирхĕнет.
Пĕр кунхине çанталăк
Ир çинченех улшăнчĕ.
Хура пĕлĕт туртăнса
Хĕвел тарса пытанчĕ.
Кĕмсĕртетет çÿл тÿпе
Калăн тимĕрçĕ ĕçлет.
Çуталса каять хутран
Çиçĕм вут-хĕм сирпĕтет.
Хăрушă çил тухса кайрĕ
Асар-писер алхасать.
Шурă акăш çитсе ÿкрĕ
Халран кайнă нăйкăшать.
Кÿльçийĕ юнпа пĕвенчĕ
Суранланă мĕскĕне,
Мĕнле путсĕр ал çĕкленĕ
Илем кÿрен кайăкне.
Çиçĕмĕ çиçет хаяррăн
Тĕнче пĕтнĕн туйăнать,
Таврана каçхи сăн çапнă
Хăрушлăх хуçаланать.
Йывăçсем те авăнаççĕ
Çилĕ ытла урнăран,
Чĕрчунсем тарса пытаннă
Тискеррĕн курнать вăрман.
Кайăк мана асăрхарĕ
Ман патăма туртăнать.
Чарăна пĕлмест çумăрĕ
Пĕр вĕçĕмсĕр чашлатать.
Нимĕн пĕркенсе тăмарăм
Чупрăм кÿлĕ хĕррине,
Нимĕскер те шутламарăм,
Сикрĕм кÿлĕ варрине.
Кайăка шывран ачашшăн
Йăтса тухрăм çырана,
Ман çине акăш йăвашшăн
Тинкерчĕ те: «Тав сана».
Кĕмĕл тĕкĕсем хĕрелнĕ
Юн тапать суранĕнчен,
Мĕнлерех халне çитернĕ
Епле тупнă-ши çулне.
Пур ĕçе те пăрахатăп
Манăçнă вăйă-кулă,
Сиплĕ курăк шыранатăп.
Кÿлĕрен йăтап пулă.
Çĕр çĕрлетĕп, ир çинчен
Эмеллетĕп суранне,
Кĕрхи кунсем çитиччен
Сыватасчĕ мĕскĕне.
Кунĕ кунсерен иртет-ха
Çулçăсем пĕветĕнеç,
Кĕрхи сивĕ çывхарать
Çуллахи кунсем çĕтеç.
Вăхăт самаях иртрĕ-ши
Акăш вĕçрĕ çÿлелле,
Тав тума та çитермерĕ
Çĕтрĕ сенкер тÿпере.
Тем вăхăтчен тÿпере
Эп шырантăм акăша,
Кайăк çавах курăнмарĕ
Ÿкрĕ темĕн кăпăшка.
Ĕмĕрлĕхе вĕçсе кайнăн
Тĕк хăварчĕ ÿкерсе,
Ăнсăртран ÿкерчĕ, тейĕн,
Е шанмарĕ çĕклессе.
Ăнкартмарĕ шурă кайăк
Йывăç чунлă усала
Ăраскала илсе кайрĕ
Хăр тăлăха хăварса.
Халĕ ним те илĕртмест
Тунсăх витрĕ чĕрене,
Юрату анчах çĕтмест
Савнă чунăн ăшĕнче.
Васкавран ырри çук
Суту-илÿ центрĕн залĕнче халăх лăк тулли. Калăн тата юлашки кунсем çитнĕ те, çынсем мĕн пур тавара, кирлĕ-кирлĕ марне те туянаççĕ, тесе. Анчах та, тупсăмă ку пулăмăн çиелте выртать: ыранхине саккăрмĕн март, хĕрсемпе арăмсен кунĕ, вăт арçынсем ăшталанаççĕ те парне суйласа. Çавăнпа та ĕнтĕ туянакансем хушшинче ытларах арçынсемпе каччăсем: хăшĕ арăмне валли шыранать парне, хăшĕ савнине.
Пĕр уйрăмран тепĕр уйрăм патне çÿреççĕ, хăш парне туянсан килĕшÿллĕрех, кăмăллăрах пулать-ши, тесе сйланса. Чылайăшĕн сăн-пичĕ çинче парне туянасси уншăн пĕртте савăнăç кÿменнине вулама пулать уççăнах, çавах та арăмĕн кăмăлне хуçас мар тесе çÿреççĕ, шыранаççĕ парне. Хăшĕ вара пĕр тшкĕрмесĕрех, алла мĕскер лекнĕ çавна çийĕнчех туянать. Ара, парне лаша мар, шăлĕнчен пăхмаççĕ, тата парнерен хакли тимлĕх уйăрни, теççĕ ĕнтĕ вĕсем. Çимун, лавккана кĕрсен, тÿрремĕн хăйне кăсăклантаракан уйрăм патне çул тытрĕ.
Икĕ-виçĕ эрне каярах кунта арăмĕпе кĕрсен, вăл мăшăрĕ хаклă йышши чултан ăсталăнă ещĕке çав тери, куç хывмасăр пăхнине курнăччĕ. «Ку чăн-чăн патша майрисен ещĕкĕ евĕрех! Эпĕ ăна хамăн сĕтел çине вырнаçтарса сăрланмалли хатерсене унта вырнаçтарнă пулăттăм», — тере ун чухне мăшăрĕ шухăш-ĕмĕте путса. Арча чăннпе те питĕ илемлĕ, вылянса тăрать çутă çинче. Каярахпа та темиçе хутчен те аса илчĕ вăл ещĕке. Çавах та, йăл-кулса: «юрĕ ĕнтĕ. Пире тумбочкăра тытсан та аван», — тесе лăплантарчĕ хăйне. Куçĕсем вара унăн çав-çавах ĕмĕтленетчĕç ку арчашăн.
Çимун арăмне валли питĕ те туянасшăнччĕ, анчах хакĕ шиклентерчĕ. Хальхинче вара, хăйĕн акцийĕсене, машина запас пайĕсене тупăшлă сутма май килсе, укçаллă пулчĕ. Арăмĕ мĕн тери савăнса хĕпĕртессе шанчĕ вăл! Эпир кашни ĕмĕт пурнăçлансан ача-пăча пек савăнмастпăр-и, ĕмĕтленнĕ япала алла лексен? Тата Çимун паллă сăмахсем çыртарас терĕ арча çине. Ÿнерçĕ юлашки саспаллисене чул çинче çыратчĕ, çимун патне Ухваниç çывхарчĕ.
Шкулта пĕрле, пĕр класра вĕреннĕччĕ те, унтан кăшт пĕр кантурта пĕрле тăрăшрĕç, каярахпа пурнăç çулĕсем уйрăлса кайрĕç. Ăçта вăл халĕ, мĕнле — нимĕн те паллă мар. Пĕлĕшсем каланă тăрăх çеç, арăмĕпе уйрăлса пĕтсен, Ухваниç тăр пĕчченех пурăнать, имĕш. Ĕç вырăнĕ те, çу вăхăтĕнче сад-пахчарисĕр пуçне ниăçта та тухса çÿреместь. Çакăн пек чухне епле тĕл тума пулать пĕр-пĕрне? Паллах, çук.
— О-о-о! Кама тĕл тума килчĕ кунта? Миçĕ хĕл? Миçе çул? Сана ман çул тĕлне Çÿлт Турă ячĕ пулĕ ятарласа! — хыпăнса ченчĕ Ухваниç, капла та хыттăн калаçаканскер. — Сехет ытла та çÿретĕп-и лавкка тăрăх, ниепле те парне суйласа илме хал çитерейместĕп. Пурте кăмăллă пек. Тархасшăн, пулăшсам!
Çимун пĕр енчен савăнчĕ те ăнсăртран тухнă тĕлпулăва, çитменнне парне суйласа туянма пулăшма ыйтать: — Салам, Ухваниç! Эпĕ, акă, хамăн мăшăра валли туянтăм та ĕнтĕ. Çырса та пачĕç асăнмаллăх сăмахсем. Арăм тахçанах сĕрĕнмелли-пĕвенмелли хатĕрсем валли çакнашкал япала шыранатчĕ. Килĕшÿллĕ-и?
— Килĕшÿллĕ пулмасăр! Питĕ килĕшет. Чăн-чăн ылтăн арча! Юмахри евĕр! Тен, манăн та çакнашкал арча туянас? Тем вăхăтчен çÿретĕп лавкка тăрăх сулланса. Хăв ăнланатăн, манăн ку енĕпе пултарулăх сахалтарах.
— Ăнланатăп. Пĕр-пĕр илемлĕ майра тĕл пулчĕ куç умне, тыткăнларĕ? Ку аван, питĕ те аван! Хăçанчен хусаххăн çÿреме пулать? Çулсем вĕт кĕтсе тăмаççĕ… — килĕшрĕ Çимун. — Авлантăн, пулать, мăшăрлантăн?
— Тĕрĕспе каласан, ăнлантăн пулĕ, вăл хальлĕхе арлă-арăмлă-ха, çулталăк ытла пĕрле пулсан та. Ытарайми хĕрарăм вăл, сапăрлă, тирпейлĕ, çавăнпа та парне кăмăлне кайтăрччĕ тетĕп.
— Ку чухне мĕскер тесе калама та хĕн. Ку йышши арча парнелеме юрамасть пулĕ. Ытла та тăкаклă парне пулса тухать, — кăшт шухăшланă хыççăн чĕнчĕ Çимун, укçа енчен çамрăк чухнех хытăрахччĕ те, çав-çавах юлнă пулас.
— Хакĕ-мĕнĕ, темех мар! — хирĕçлеме пăхрĕ Ухваниç. — Чи малтан, вăл ăна кăмăлне кайтăрччĕ! Эпĕ вĕт ăна тĕлĕнмелле капăр япала туянасшăн хыпăнса çÿретĕп! Арчи вара, чăнласах хама та питĕ те килĕшет, апла ăна та килĕшмелле. Вăл тивĕçлипе йышăнасса халех шанса тăратăп. Кăтарт-халĕ, хăш вырăнта туянтăн?
Çимун хирĕçлемерĕ, ертсе кайрĕ Ухваниçе. Лешĕ пĕр шелсĕр укçине кăларчĕ те тыттарчĕ сутуçа. Арчи вара чăнласа та илемлĕ: тăп та лăп, ытти çакăн йышши арчасемпе танлаштарма та çук. Пĕр сăмахсăр, хăть мĕнле арăмăн сĕтелĕ çинче те вырăнлă пуласси куç кĕрет.
— Тавтапуç сана, тусăм! Халĕ те тĕл турăм! Эсĕ тĕл туман-тăк, мĕскер туяннă пулăттăм-ши? Эпĕ те сан пекех çыртарам-ха арча çине…
— Мĕскер çыратпăр? — ыйтрĕ гравёр пуçне çĕклесе.
— Çырăр, — Ухваниç шухăша кайрĕ, вырăнлă сăмахсем шыранчĕ, — «Телей сунатпăр!»
— Ара, Ухваниç, эсĕ парнине хăв ятăнтан çеç парнелеместĕн-им? — тĕлĕнсе пăхрĕ тусĕ çине Çимун. Тĕлĕнмелле ку Ухваниç, шак тĕлĕнмелле…
— Манăн чĕрере вырăн йышăннă хĕрарăм тăр пĕччен мар, арлă-арăмлă, — ним пулман пекех хуравларĕ Ухваниç, — çавăнпа та, упăшки тем те пĕр ан шутлатăр тесе, çавнашкал çырсан авантарах пулать пулĕ, тетĕп. Мĕнле те, ыйтас-тĕпчес пулсан, ĕçре тантăшсем парнелерĕç теме пултарать.
— Ухваниç, çавах та тепĕр хутчен шутласа пăх, капла эсĕ хăвна патша йышши сăнарлатăн. Эпир Пĕрремĕш е Иккĕмĕш Ухваниç, патша аллинчен парнелетпĕр тенĕн…
— Эсĕ тĕрĕсне калатăн. Манăн вара пуçа та килмерĕ ку шухăш. Атя-ха, шутласа пăхар иккĕн, — çăмăллăнах килĕшрĕ юлташĕн сĕнĕвĕпе арçын.
Пилĕк-ултă минутласа шутланă хыççăн, «Телей сунса!», тесе çыртарма килĕшрĕç.
Гравёр хăйĕн ĕçне аван пĕлнĕрен тата кăмăлланăран-ши, çавăнтах çырса пачĕ те арçынсем суту-илÿ ценрĕнчен тухрĕç урама.
— Эпĕ тепĕр çирĕм-çирĕм пилĕк минутран унпа тĕл пулатăп, -терĕ Ухваниç. — Паянах, вăрах вăхăта тăсмасăр, парнелетĕп. Ыранхине те килет тĕл пулма, те çук. Хăв ăнланатăн. Çав тери те йывăр, хĕрарăм пĕр санăн çеç марне йышăнма. Ыранхине праçник, праçнике вара çемьесемпе ирттереççĕ, кил-йышсемпе.
— Ара, Ухваниç, енчен те пĕр-пĕрне çав тери кăмăлласан, вăл вĕт уйрăлма та пултарать упăшкипе. Халĕ ку енчен йывăрлăхсем çукпа пĕрех. Кун çинчен эсĕ унпа сăмах хускатман-и? — кăсăкланса ыйтрĕ Çимун.
— Калаçмасăр, пĕрре çеç мар калаçнă. Анчах та, вăл уйрăлса кайма килĕшмест. Темĕнле-тĕр йывăрлăх пур терĕ ман, кун пирки сăмах хускатсан, енчен те эпĕ çине тăрас пулсан, урăх нихăçан та курăнмастпăр пĕр-пĕринпе…
— Пулать ĕнтĕ кунашкал ĕç-пуç. Ăнăçу сунатăп! Манăн вара ĕçе утмалла. Сехет каçхине саккăрсăр та киле таврăнма пулмасть
Праçник умĕн хуть ăçта та тĕркĕш пулать, Çимунăн та ĕçĕнче çавăн пекех килсе тухрĕ. Ĕç туни те çук, шавĕ вара… Пурте праçнике хатĕрленеççĕ те, офис ĕçченĕсем вара ытларах хĕрсем. Çимун мĕнле килне лекме чăтăмсăррăн васкасассăн та, арăма парнепе тĕлĕнтерес шутпа, унăн куçĕсенче тĕлĕнтерÿ туйăма сăнас тесе, çавах та сакăр сехет çитмесĕр тухмарĕ.
Ĕç кунĕ вĕçленсенех машна çине ларчĕ те мотора хускатрĕ. Тепĕр çур сехет, вăл килте те пулать. Савăнăçлă туйăм! Çимун хуть хăçан та васкамасăр, типтерлĕн суйлать парнене. Кашнинчех вăл тĕлĕнтермелле парнесем тыттарать арăмне, Даша та хапăлласа савăнса йышăнать вĕсене, тирпейлĕн упрать.
Çимунăн хваттер уççи пур та, çавах та хальхинче вăл унпа усă курма васкамарĕ. Унăн ятарласа шăнкăравлас килчĕ, Даша хăй аллипе хăй уçтăр тесе. Вăл хăйсен хутне çитрĕ те алăк шăнкăравĕн тÿми çине пусрĕ. Анчах та никам та васкавлăн алăка уçакан пулмарĕ. Кăмăл кимелсе кайрĕ, çĕтрĕ. Ăçта пулма пултарать Даша?
Алăка хăйĕн уççипе уçрĕ те шалалла иртрĕ, ваннăй пÿлĕмĕнчен шыв шăнкăртатни çитрĕ хăлхине. Арăмĕ ваннăй пÿлĕменче чухенет иккен, пĕр умкай темĕнле юрă юрлать. Кашнинчех çапла вăл, чÿхенет, çавăн май юрă шăрантарать. Çмун алăк патне çывхарчĕ те, алăка кăшт çеç уçса:
— Чунăм, эсĕ часах-и, — тесе ыйтрĕ.
— Часах, — хирĕç чĕнчĕ арăмĕ.
Çимун парнене кăларчĕ, хуплашкине салтрĕ те сĕтел çине вырнаçтарас терĕ çывăракан пÿлĕмре. Анчах та… Пÿлĕн алăкне уçрĕ кăна, хытса кайрĕ куç умне тухнинчен. Сĕтел çинче унăнни пекех арча ларать. Пĕтĕмпе ун йышшиех!
Çимунăн куçĕнче хуралса кайрĕ, савăнăçлă туйăм çавăнтах сирĕлчĕ. Çырни те арча çинче, вăл курниех. Часах арăмĕн ура сассисем илтĕнчĕç. Çимун хăвăрттăн хăйĕн парнине кравать айне чикрĕ.
— Манăн парнене сăнатăн-и? — ыйтрĕ Даша çĕкленÿллĕн, ара, халĕ çеç чÿхенсе тухрĕ те, кăмăл çуллĕ шайра. — Куна паян ĕçре праçник ячĕпе парнелерĕç.
— Ĕçре? — çиллесĕн ыйтрĕ вăл, ара, аса килчĕ-çке мĕнле вăл çунатланса киле ĕçрен васкани, арăмне савăнтарас шутпа. Вăт, вĕçсе ÿкрĕ те! Вăт, Ухваниç! Вăт вĕри çĕлен!
— Мĕскер вара апла мар? Сана килĕшмест-и? Ку вĕт эпĕ ĕмĕтленнĕ арча, астăватăн-тăр суту-илÿ ценрĕнче, парнесен уйрăмĕнче вăрах вăхăтччен сăнаса тăтăм ăна, пăрахса кайма хал çитермесĕр. Манăçрăн та-и?
Мĕскер калас? Астăвать ĕнтĕ, питĕ аван астăвать. Астăвать çакă арча хакне те. Ку йышши парнене ĕçре никам та парнелес çук. Ун йышши парне мар. Хăй мĕскер хăтланнине тавçăрса çитермесĕрех, шкаф патне çывхарчĕ те, шалтан курткăна илсе тумланчĕ.
Тумланчĕ те çав-çавах хăй хăтланăвне тавçăрса çитермесĕр тула тухрĕ, алăка та хыçĕнчен уçă хăварса. Мĕншĕн çавăн пек хăтланчĕ? Даша аптраса тăрса юлчĕ пÿлĕмре йĕпе çÿçĕсемпе. Хыçĕнчен çеç кăшкăрчĕ: Çимун! Эсĕ ăçта каятăн?
Чăннипе те, ăçта? Кайма унăн вырăн çук. Ашшĕ-амăшĕ ялта, тус-тантăшсем çукпа пĕрех. Кутăн таврăнма та кăмăл туртмарĕ. Ирччен хула тăрăх ярăнса çÿрерĕ. Ир çинчен, ыйхă çавăрмасăрах, Даша телефон шăнкăравланине илтрĕ:
— Иванов Семён Фĕдоровича пĕлетĕр-и эсир? — ыйтрĕç кĕпçĕре çепĕç сасăпа. Сасси çепĕç те, темĕн чун-чĕрере аванмара хускатрĕ-вăратрĕ.
— Пĕлмесĕр, манăн упăшка-çке!
— Вăл пульниццара. Аварие лекнĕ. Операци ирттертĕмĕр. Хăрушлăх çук. — Телефон кĕпçине вырăнне хучĕç.
Даша пур ĕмĕт шухăшĕсене манăçтарса, хăвăрттăн тумланса чупрĕ пульниццана. Çимуна палатăна куçарма та ĕлкĕрнĕ. Икĕ урине те гипс хунă.
— Çимун! Мĕнле капла пырса тухрĕ? — мĕн пултарнă таран, чĕнчĕ Даша.
— Тархасшăн, çухал ман умран! Манăн сана курас та асăнас та килмест, — сăмах чĕнме йывăр та, анчах Çимун вăй-халне пухса каларĕ. — Кай кунтан!
— Эсĕ мĕскер калаçатăн? Мĕн пырса тухрĕ санпа? Эпĕ ниçта та каймастăп! — анчах та упăшки урăх нимĕн те чĕнмерĕ. Çимун çумĕнчи тÿме çине пусрĕ те, медсестра килсен, арăмне ăсатса ямашкăн ыйтрĕ. Дашăн сăн-пичĕ çинче тĕлĕнтерÿ, çухалса кайнă туйăм палăрчĕ. Кÿренÿпе килсе тухнине йышăнманни те палăрчĕ, çавăнпа та, тен, медсестра ун çине пăхса илчĕ те, Çимуна арăмне палатăра хăварма ÿкĕтлесе пăхрĕ. Çавах арçын хăй сăмахĕ çинче тăчĕ.
Çавах та, Çимун сываличчен çÿрерĕ Даша пульницана. Упăшки ăна курсанах тепĕр енне çаврăнса выртса ыйха путнăн, нимĕн те чĕнмерĕ. Мĕскĕн хĕрарăм мĕншĕн вăл çапла хăтланнине çав-çавах ниепле те ăнкартса илеймерĕ.
Пĕр кунхине вара, Даша пульницана килсен, палатăра упăшки вырăнĕ пушă пулнине курсан, кăшт юлчĕ ураран ÿкесрен. Ара, пульницара вырăн ахальтнех пушанмасть: е çын сывалса тухнă е… вилсе кайнă.
— Сире пулăшу кирлĕ мар-и? — ыйтрĕ медсестра çывхарса. Вăйпах тенĕ пек, лăплантарма тару пачĕ.
— Манăн… упăшка… ăçта? — тинех ыйтма пултарчĕ Даша.
— Иванов Çимун-и?
— Ăхă.
— Çимуна виçмине кăнтăрларан кăларчĕç. Эпĕ вăл килте арăмĕпе киленет пулĕ теттĕм ĕнтĕ, çавах та виçĕ уйăх сахал вăхăт мар, — нимĕн пулман пекех хирĕçлерĕ медсестра.
Даша кăна хирĕç нимĕн те чĕнмерĕ. Пуçне усса тухса кайрĕ пульницаран нимĕн шутлама аптраса. Киле таврăнман, тен, тăван ялне çул тытнă? Апла тесен те, хыпарламасăр хăварман пулĕччĕ, тесе шухăшларĕ Даша çул тăрăх утнă май. Темĕн шутламалла халĕ.
Çимун вара пульницаран тухсанах вокзала çул тытса пуйăс çине билет туянать Амдермăна. Çамрăк чухне пĕрре çеç мар ĕмĕтленнĕччĕ вăл ку хулара пулса курма. Тинех ĕмĕчĕ пурнăçланать. Ĕмĕтленнĕ пек пулмасан та, çавах… Хула айăплă мар-çке, капла унăн пурнăçĕнче пырса тухнине. Яш чухне икĕ хутчен те чĕнсе çыру янăччĕ, те пĕр кăлтăк, те тепĕр кăлтăк, каярах çемье çавăрсан вăл шухăш пулмарĕ.
Арăмĕпе уйрăлма та васкамарĕ. Енчен те арăмĕ уйрăлу пирки ĕç-пуç хускатсан — хускаттăр. Çимун хулана çитсен пуçĕпех кĕрсе ÿкрĕ ĕçе. Пултаруллă çынсем хуть ăçта та кирлĕ. Ĕç профилĕ унăн иртнинчи кантуринчен ытла уйрăлса тăмасть. Икĕ çул çурăра самаях çĕкленчĕ вырăнта.
Пĕр пулăм çеç тăнăçсăрлантарчĕ арçынна. Мĕн килнĕренпе те никампа та явăçса каймарĕ, хĕрарăмсем çине куçĕпе те пăхасси килмерĕ, енчен те пĕр Даша çеç мар, пĕтĕм тĕнчери хĕрарăм ăна кÿрентернĕ. Хăш чухне хăйне хăй:» Ара, эпĕ те вĕт хама Ухваниç евĕр тытатăп», — тенĕ шухăш çинче сисетчĕ.
Çав тапхăрта пĕр хутчен те тăван шĕкĕр хулана кайса курма кăмăл тухмарĕ унăн. Ак, ыран-паян Мускава командировкăна кайма хутсем хатĕрлеççĕ, Çимунăн вара чунĕ пĕртте туртмасть кайма, çул çине. Кама-тăр ярĕччĕ-ши хăйĕн вырăнне, пулмасть çав. Ирĕксĕрех килĕшме тиврĕ.
Пуйăс çинче вырнаçсан, çул тăршшĕпе Даша пирки шутларĕ. Темĕн пуçа килсе кĕчĕ те, канăç памарĕ. Мĕнлерех пурăнать-ши? Тен, Ухваниçпа пĕрлешсе кайма та ĕлкĕрнĕ? «Ухваниç, Ухваниç, мĕншĕн тĕл турăм-ши сана çав кун? Тен, санăн парнÿне курман-тăк, ирттерсе те янă пулăттăм», — хăй çеç шухăшларĕ, тăнăçланмасăр. Мĕнле вара пурте аванччĕ!
Çимун Дашăна юрататчĕ, урăх никам çине те ăнсăртран та куç хывман. Даша та ăна çавăн пекех хирĕçле савнине шанатчĕ. Арăмĕ ăна нихăçан та сăлтав паман-çке. Кÿлешесси пирки сăмах та хускатма çук, пуçра та пулман. Çавăнпа та çав тери те тарăн суранларĕ арçыннăн чĕрине пулса тухнă пулăм. Ара, çывăх тусĕпе улталанă-çке. Вăт Ухваниç! Вăт сана хусах!
Пуйăс çинчен аннă-анман, пĕрремĕш, кама вăл тĕл турĕ, Ухваниç пулчĕ. Çимун асăрхаман евĕр пăрăнса иртсе каясшăнчĕ те, тусĕ çанăран кăтăрт! Туртрĕ, палласа илсе. Капла та иртсе каятчĕ пулĕ, Ухваниç сăмах чĕнче:
— Аван-и. Тусăм! Хăçантанпа курнаçман! Паллаштарас тетĕп сана. Маша, манăн чĕрене тыткăнланă хĕр, икĕ уйăхласа манăн саккунлă арăм! Эпир, акă, халĕ кăнтăра каятпăр канма. Туй кĕрлеттерсе ирттернĕ хыççăн пуçласа çул çине тухатпăр!
— Мĕнле? — шак хытса кайрĕ Çимун, тĕлĕннĕрен, — Даша вара?
— Тăхта-ха, Çимун. Даша… Мĕнле Даша? — ку хутĕнче аптраса кайрĕ Ухваниç, — эсĕ темĕн арпаштаратăн. Каçхине, çул çинче сыпманчĕ пулĕ-çке?
— Чунăм, мĕскер тет вăл? — калаçăва Маша хутшăнас терĕ кăсăкланса, те тата тепĕр хĕрарăм ятне илтнĕрен.
— Кама эсĕ çавăн чухне арча парнелерĕн, — Машăн сăмахĕсене тимлĕхе илмесĕр, вырана хумасăр Ухваниçе хирĕç патлаттарчĕ Çимун, хĕрсе кайса.
— Эпĕ Маша валли туянтăм вăл арчана. Ана парнелерĕм те. Апла вĕт, Маша? — арăмĕ патне çаврăнчĕ тĕлĕнсе аптраса кайнă Ухваниç, енчен те ăна вăрăпа тытнăн.
— Икĕ çул каярах парнеленĕ арча пирки сăмах-и? — тепĕр хутчен ыйтрĕ Маша.
— Паллах! Икĕ çул каярах, тĕрĕсрех каласан! Эпĕ ăна çав арчана суйласа илме пулăшрăм, — Ухваниç вырăннĕ Çимун хуравларĕ Машăна.
— Ну, паратăн эсĕ, пурнăçа! — çилленсех чĕнчĕ Ухваниç. — Ăçтан тата шухăшласа кăлартăн эсĕ Дашăна? Манан пĕлĕшсем хушшинче те çакă ятпа пĕр çын та çук, çамрăк чухне те пĕр савние те Даша тесе чĕннине астумастăп…
— Апла вара? Апла вара, эсĕ çавă арчана Машăна парнеленĕ тухать? — нимĕн чĕнме пĕлмерĕ Çимун.
— Машăна пулмасăр. Кама тата манăн парнелес?
— Халĕ вăл арча ăçта? Ăçта? Ăçта халĕ вăл арча? — тен, милицире тĕпчевçĕсем çавнашкал кăшкăраççĕ тĕпчеве кĕртнĕ çынна. Иртен-çÿренсем çаврăнса пăхкаларĕç вĕсен енне. Маша хăйне аван мар туйрĕ.
— Тĕрĕспе те, ăçта вăл? Эпĕ ăна, темĕн, курман чылайранпа, — пĕр сăмахлă пулчĕç арçынсем. Маша çул çине тухине те савăнмарĕ халĕ. «Мĕншĕн çеç тухса паян», — шухăшласа илчĕ вăл, енчен те билечĕсем юнĕрех пулсан, те халех çаврăнса та кайнă пулĕччĕ-ши.
— Килте паллах, — пĕр хумханусăр хуравларĕ Маша.
— Ара, Çимун, мĕскер эсĕ çав арчапа çыхлантăн? Тен, эпĕ ăна санăн укçупа туяннă? — терĕ Ухваниç, унтан Маша патне çаврăнса, тăсрĕ: — Чунăм, эпир кăшт пăрăнар-ха, калаçмалли пур.
— Юрать. Эпĕ кĕтетĕп.
— Çавах та, ăнлантар-ха, арча пирки. Ăçта вăл халь? — кăшт айккине пăрăнсан тепĕр хутчен ыйтрĕ Çимун тусĕн арăмĕнчен, шанса пĕтмесĕр.
— Аван мар килсе тухрĕ ку арча пирки. Пĕлнĕ-тĕк, çапла килсе тухасса нихăçан та илмен пулăттăм, -тарăхсах чĕнчĕ Маша Ухваниç пăрăнса кайнă енне пăхса илнĕ хыççăн, — ун чухне эпĕ пĕрремĕш мăшăрпа пурăнаттăм. Ухваниç çавăн пек те савăнăçпа парнелерĕ арчана! Вăл çав тери ĕмĕленнĕччĕ парне мана килĕшессе, кăмăла каясса шанса. Эпĕ вара… — хĕрарăм пÿлчĕ сăмахне, те малалла каламалла-ши малалла е çук-ши.
— Калăр малалла! — тĕпчерĕ Çимун. — Ку манăн ытахальтенех кăсăкланни мар.
— Эпĕ парнепе киле таврăнтăм, упăшка килтеччĕ, кÿлешме пикенчĕ, хăвăр ăнланатăр ĕнтĕ, çавăнпа та манăн лавккана кайса ачана вĕрентекене парне туянма тÿр килчĕ темелле пулчĕ. Вăл вăхăтра пирĕн ачапа репетитор ĕçлетчĕ, эпир упăшкапа ача вĕренекен пÿлĕме иртсе парнене тытартăмăр. Мана шел…
— Репетитор, — арçыннăн сăмах пÿлĕнчĕ, — репетитор мĕн ятлăччĕ?
— Дарья Николаевна, Даша, эпĕ ăнлантăм эсир мĕн пирки кăсăкланнине. Вăл сирĕн арăму?
— Тĕрĕс, манăн арăмччĕ… — шăппăн хуравларĕ Çимун. — манăн арăмччĕ.
— Эпĕ сире чăрмав хушрăм? — ыйтрĕ Маша.
Анчах та Çимун ăна итлемерĕ, вăл çаврăнчĕ те пăрăнса пăрахса кайрĕ.
Принц та кирлĕ мар
Алёшăпа уйрăлнăранпа самай вăхăт иртрĕ пулин те пурнăçĕ питех улшăнмарĕ Аньăн. Тĕпренчĕкĕ ыйхă витĕр нăйкăшса илсенех ура çине тăма васкарĕ вăл. Сасă кăлармасăр ачин кравачĕ патне пырса утиялĕпе минтерне тирпейлерĕ, пĕчĕкскере ачашшăн лăпкаса илчĕ, унтан хăй вырăнĕ çинче вăрахччен куç хупмасăр выртрĕ. Тĕрлĕ шухăш явăнать пуçра.
Ир енне тĕлĕрсе кайнă пек пулчĕ, анчах пурпĕр çывăрма май килмерĕ — ĕçе пуçтарăнмалла. Пуçра вара чан çапаççĕ тейĕн ян-н-н илтĕнет сасă. Те шăннăран çавăн пек ĕнтĕ. «Каçхине пит çăмартисем те пĕçерсе тăратчĕç мар-и?» — тăнлавĕсене сăтăрса шухăшларĕ Аня аптранă енне. Унтан Ксюшăн кравачĕ патне çывхарчĕ. Тутлăн та канлĕн çывăрать хĕр ача, вăратма та шел. Ара, ир енне ыйхă ытла та тутлă-çке.
— Анне, ир çитрĕ те-им? — пăшăлтатрă çав самантра тĕпренчĕкĕ ыйхă витĕр.
— Ăхă, шкула пуçтарăнма вăхăт, — хуравларĕ вăл ăшшăн.
Аня Ксюшăна тумлантарчĕ. «Юрать, хăть кутăнлашмасть ытти ачасем пек», — хăйне хăй йăпатрĕ хĕрарăм. Телевизортан дктор çанталăкпа паллаштарни кĕрет хăлхана, «Вунă градус сивĕ, çурçĕр енчен лăпкă çил. Кăнтăрла юр çума пултарать». Ирхи апат хыççăн Аня нимĕн те манăçса юлмасть-ши тесе Ксюшăн портфельне пăхрĕ. Унтан кĕрĕкне тÿмеленĕ хушăра шкулта ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ пуласси пирки аса илчĕ: «Мастертан ыйтса иртерех ĕçрен тухмалла», — сасăпах каларĕ хĕрарăм.
Акă, вĕсем урама тухрĕç, диктор каланă пек лăпкă мар çанталăк, сивĕ çил алхасать, пите-куçа кастарса вĕрет. Аня хĕр ачан шарфне çÿлерех çĕклерĕ. Шăнса пăсăлассинчен сыхланни аванрах, мĕн каласан та. Çиллĕ çанталăка пăхмасăр дворниксем подъезд çывăхĕнчи çулсене юртан тасатаççĕ. Аня таврана сăнанă хушăра ун-кун кантăксенче çутă асăрхарĕ, пурте ĕçе кайма хатĕрленеççĕ ĕнтĕ. Теприсем вĕсем пекех васкавлăн транспорт чарăнăвĕ патнелле утаççĕ.
Пĕшкĕнерех пынăран Аня палламан çынпа кăшт çеç юлчĕ çапăнасран. Куçĕсем самантлăха кăна тĕл пулчĕç, анчах хĕрарăм чĕринче темĕнле хумхану çуралчĕ, сывлăш пÿлĕнчĕ. Арçын ăшшăн пăхрĕ ун çине. Куçĕнче… юрату, çепĕçлĕх. Çук çав, яланах тĕл пулмаççĕ çавăн йышши арçынсем. Аня шак хытса тăчĕ, палламан çын каçару ыйтнине те илтмесĕрех юлчĕ. Сасартăк, вунă градус сивĕре те ăна шăрăх пек туйăнса кайрĕ.
Арçын иртсе кайрĕ. Аня вара çаплах хускалмасăр хытса тăчĕ.
— Анне, эпир кама-тăр кĕтетпĕр-и? — хĕр тĕпренчĕкĕ кĕрĕк çанинчен туртни кăна Аньăна тăна кĕртрĕ.
— Мĕскер? Çук, çук, хĕрĕм, — аса илсе хирĕç чĕнчĕ амăшĕ.
Часах акă, амăшĕпе хĕрĕ шкула çитрĕç те алăк уçса шалалла иртрĕç.
— Ырă кун пултăр, хĕрĕм, — çав самантра сывлăх сунчĕ аванлашса Фая аппа тасатуçă.
— Ырă кун, Фая аппа, — хуллен тавăрчĕ Аня.
— Хĕн пулĕ сапна, хĕрĕм? — шеллесе тăсрĕ сăмаха Фая аппа, вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ пурнăçне пĕлсе тăраканскер. Ара, уçă кăмăллă çынпа пурте канашлама, сăмах ваклама юратаççĕ.
— Çăмăлах мар ĕнтĕ, — килĕшрĕ Аня.
— Хĕр ачу санăн ырă кăмăллă, — калаçăва урăх енне пăрма тăрăшрĕ Фая аппа. Çавах упăшки пирки кăсăкланмасăр чăтаймарĕ хăй. — Алёшка килкелет-и?
— Хăш чухне, — кăмăлсăррăн хуравларĕ, ăшĕнче капланса çитнĕ кăмăлне пула. — Ĕçсен, анчах, çÿрет…
— Аня, пурнăç вĕт тĕрлĕрен килет, ахальтенех каламан пулĕ кашни çветтуйăн иртнĕ пурнăçĕ пур, çылăхлин — пуласлăхĕ тесе…
— Çаплине çапла. Анчах уйрăлса кайнăранпа та ăна пĕртте уррине курман эпĕ. Ĕçкине те чăтаттăм-тăр, пилĕк çулта хăть пĕр кун ĕçленĕ пулсан. Çавах хăйне ашшĕ теме пăхать, — чăтаймарĕ çамрăк хĕрарăм.
— Мĕнех, тĕрĕс ĕнтĕ. Эсĕ илĕртÿллĕ, сăпайлă, çамрăк, ĕçрен те пăрăнса çÿрен теекен çук. Хăвăн телейне тĕл пулатăнах. Турă пÿрни çитмен пулĕ-ха, — вĕçлерĕ калаçăва Фая аппа.
Аня Ксюшăна хăварса трамвай чарăнăвĕ тĕлне васкарĕ. Пурпĕрех кăшт каярах çитрĕ вăл, ĕçтешсем ĕçе пуçăннăччĕ ĕнтĕ. Аня ĕçри тумне вăр-варрăн тăхăнчĕ те киçтĕкпе сăрă йăтса иккĕмĕш хута хăпарчĕ. Ĕçтешĕсене сывлăх сунчĕ. Ÿпкелесрен шикленчĕ, анчах нихăшĕн те куçĕнче çавнашкал туйăм палăрмарĕ. Никамшăн та вăрттăнлăх мар унăн пурнăçĕ, çавах та пĕрремĕш кун тăрăшмаççĕ пĕрле, пĕр кантурта.
Косынкине тирпейлĕн çыхрĕ те ĕсе пикенчĕ вăл та. Хĕрсе ĕçленĕрен маçтăр çывхарнине те асăрхамасăр юлчĕ. Арçын пурне те сывлăх сунчĕ, лайăх ĕçленĕшĕн мухтаса та илчĕ. Аня çав вăхăтра шкулти пуху çинчен аса илех кайрĕ.
— Сергей Иванович! — кăшкăрчĕ вăл. — Манăн паянхине шкулта ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ, иртерех кайма юрать-и?
— Кайăн, — çур сăмахранах ăнланчĕ маçтăр. — Çапах та каяс умĕн тепре те асăрхаттарăн.
— Тавах, — йăл кулчĕ Аня. Кăнтăрла çитеспе унăн пуçĕ çурăлса тухасла ыратма пикенчĕ. Тăватă çул ĕнтĕ çак ĕçре тăрăшать вăл, çавах сăрă шăршине ниепле те хăнăхса çитеймест. Тепĕр çĕре куçма та май çук. Пĕчĕк хула таврашĕнче лайăх шалуллă ĕç тупма хĕн çав ĕнтĕ, унăн вара хĕрне ÿстермелле, хăй те çамрăк-ха. Ĕçри коллектив пĕр чăмăр тесе калаççĕ-ха, анчах пурнăçра кăшт урăхларах тухать. Çынсем çăлтăрсем пекех пĕр пĕринчен инçе. Пĕри кăна йăпатать Аньăна — Ксюша, хăйĕн тĕпренчĕкĕ.
Малтанхи кунсенче пепке çумне выртса макăрнă самантсене халĕ вăл йăл кулса аса илет. Анне туйăмĕпе нимĕн те танлашаймасть çав ку тĕнчере. Пепкине аса илсенех чун-чĕре савăнать, пурăнма çăмăлрах туйăнать.
Кăнтăрлахи апат хыççăн Аня çĕнĕ вырăна куçрĕ. Валя ăна пулăшма килĕшрĕ. Аньăпа танлаштарсан вăл тулли питлĕскер, кĕлетки те самаях сарлакарах. Те çавăнпах ĕçре мăранрах. Сиксе ÿксе ĕçлени çук.
Ĕçе пуçăннăччĕ кăна-ха, Валя сасси илтĕнчĕ:
— Аня, каçхине сан мĕнлерех плансем? Тен, пĕрер çĕре каятпăр, мĕнлерех?
Пĕрер çĕре? Ку юлашки хут хăй çын çине хăçан тухнине те аса илеймест Аня. Мĕнпур пушă вăхăта кил таврашĕ, Ксюша йышăнать.
— Çук, Валя, пулмасть. Манăн шкула пухăва каймалла. Ксюшăна та никампа хăварма çук, — сăмаха пăрма пăхрĕ Аня.
— Кÿршĕсем вара? Хăварма пулмасть-им?
— Аван мар, Валя, тата каçхине кĕпе-йĕм ухса илесшĕнччĕ.
— Ĕлкĕретĕн. Капла хăвăн çинчен хăçан шухăшлама шутлатăн?
— Хам çинчен? — Аня пĕр саманта шăпланчĕ. Чăнах та пурне те пулăшма тăрăшать вăл, хăй валли вара вăхăт çукпа пĕрех. Вăл çирĕм улттăра кăна вĕт-ха. — Манан ĕçе вара кам ĕçлет?
— Хăвăнне хăв пĕлетĕн ĕнтĕ, манран чĕнсе пултăр. Сăмах май, Вадим санпа питĕ кăсăкланнăччĕ унччен. Салам калама хушрĕ тĕл тусан.
Вадима аса илсенех куç умне тÿрех йĕркеллĕ çамрăк каччă сăнарĕ тухрĕ. Манăçнăччĕ ĕнтĕ вăл. Юлашки хут икĕ çул каярах темĕнле уявра тĕл пулнăччĕ вĕсем.
Валя вара малаллах тăсрĕ:
— Мĕнлерех пурăнать? Унăн кам та пулсан пур-и? — тет. Питĕ кăмăлне кайнă пулас эсĕ. Вăт кама качча тухмаллаччĕ санăн, алă çинче йăтса çÿренĕ пулĕччĕ. Эсĕ вара ĕçкĕçе тухрăн та, ак, халĕ те нушаланатăн…
Аня, шухăша путнăскер, вальăн сăмахĕсене хăлхана чикмес ерех ирттерсе ячĕ. Чĕре вара Вадим çинчен шухăшлама хистерĕ. Вадим ăна чăннипе те кăмăллатчĕ ĕнтĕ, саватчĕ. Енчен те…
Кĕрхи сулхăн каçчĕ ун чухне. Тома, Аньăн çывăх тантăшĕ, дискотекăна кайма чĕнчĕ. Унта мар, çуралнă кунне кайрĕç вĕсем. Аня каялла çаврăнма та шутланăччĕ, анчах ыттисенчен юлас темерĕ. Алёшăпа темĕнле тĕлсĕрле пулса тухрĕ.
Пĕр класра вĕреннĕ пулсан та килешсех каймастчĕ вăл ăна. Хальхинче те Тома ертсе кайман-тăк, нимен те пулас çукччĕ-ши? Уяв вĕçленсен хăнасем саланса пĕтнĕччĕ. Алёша Аньăна килне ăсатма пулчĕ. Каç тĕттĕм пулнăран пике килĕшрĕ. Пĕлес пулсан… тен, пĕчченех утнă пулĕччĕ-ши? Подъездра Алёша вăйпа тенĕ пек хĕре тутинчен чуптурĕ.
Бесплатный фрагмент закончился.
Купите книгу, чтобы продолжить чтение.