Кĕтмен хăна
— Тпру! — çил-тăвăл шавне хупласа илтĕнчĕ тултан хулăн сасă.
Вăхăчĕ çурçĕрелле те иртсе пыратчĕ-ши ĕнтĕ, пĕрремĕш автансем авăтни илтĕнмерĕ те-ха, карчăкпа мучи пĕр тăн ыйхă çавăрма та ĕлкĕрнĕччĕ ку вăхăта. Пÿрте ир çинчен аванах хутса ăшăтнăччĕ те, каçа сивĕннĕ тата таçта амакран килсе тухнă тăманĕ ăшша самаях хăваласа кăларнă, мăрьере, ав, мĕнлерех улать. Урамран илтĕннĕ сасă таврана та вăратрĕ пулĕ, цытă та хытах вĕрме пуçăнчĕ.
— Путап! Тухса пăх-халĕ, мĕнле эсрелсем çÿреççĕ çак куç-пуç курман тăманра? Вăрă-хурахсем мар-ши? — ыйхине татса кăмака çинчен чĕнчĕ кинеми. Тĕпелти путмар çинче кĕрĕкпе витĕннĕ, çывăракан мучи çав сасса паçăрах илтрĕ те-ха, анчах ыйхă тĕлĕшпе пулĕ тесе хускалмарĕ. Çук иккен, кинеми те, авă, илтнĕ, тепĕр чухне çумĕнче чĕнсессĕн те илтмест. Тата ăшă вырăнтан камăн хускалма кăмăл пултăр?
Ирĕксĕрех вырăн çинчен тăмалла пулчĕ Путапăн. Урисене сивĕ урайнелле тăсса тăрса ларсан, кĕç аттине тупса тăхăнчĕ тĕттĕмрех. Вырăн çумĕнчен ытла айккине вырнаçтармасть вăл ура тăхăнмаллисене. Тухса тĕрĕслес шутпа йăрхаха çакнă пăшала илчĕ алла. Патронĕ-мĕнĕ çук та, пушăллă тухни мар. Путап ватă пулсан та таврари таркăнсем унăн кил таврашне пырса çапăнма шикленерех çÿреççĕ. Мĕскер тесен те, ку тăрăхра вăл пĕрремĕш çурт лартса никĕсленĕ, те тата çавăнпа та çыхланмаççĕ-ши? Хуллен, мĕскертен-тăр такăнас мар тесе тĕттĕмре, Путап алăк енне çул тытрĕ. «Ара, çутă çутас малтан. Кам шуйттанĕ, Турă каçартăр, çылăха кĕнĕшĕн çук çĕртен аса илтернĕшĕн, çÿрет-халĕ унта? Тĕттĕмре çапса пăрахĕç те темĕн курăн», — асне килчĕ мучие. Улпут евĕр пурăнать Путап мучи ку тăрăхра кинемипе, хуллен майĕпен кăштăртатса çÿрет. Çу вăхăтĕнче уй-хирне, вăрманне те çÿрет. Халĕ ак… Унччен те пулмарĕ алăка каллех кумпплеттерме пуçĕнчĕç, тата та хытăрах.
— Уçăр халех! Эпир патша çыннисем, — хулăн сасăпа чĕнчĕ çав этемех.
— Çакăн йышши тăманра мĕнле патша çынни çÿренĕ пултăр, тепĕр тесен, çакнашкал çанталăкра ырă хуçа йыттине те тула кăлармасть, — хуравларĕ мучи, малалла, алăк патнелле, кăштăртатса пынă май.
— Уçăр! — парăнмарĕç çав-çавах килнисем, — атту алăка çĕмĕретпĕр!
Путап каçран юлнă хăйăпа çутатса алăк çăрхахне вĕçертрĕ çеç, пÿрте виççĕн-тăваттăн кĕрсе те тăчĕç. Вăрăм тăлăпсемпе, шап-шар юр кăна хăйсем. Кашнийĕн çурăм хыçне пăшал çакнă. Пĕрин тата хулпуççийĕсем çинче ылтăн пакунсем. «Ара, чăнласа та çар çыннисем пулас», — шикленсе-сехĕрленсе пăхса илчĕ Путап ахвицер çине. Унтан тинех курах кайрĕ: иккĕшĕ виççĕмĕшне хулĕсенчен тытса тăраççĕ ÿкесрен.
Путапăн кинемийĕ хулăн сасăпа шавланине илтсен, сас пама мар, тен, сывлами те пулчĕ-и тата. Пĕр сас та илтĕнмест кăмака çинчен. Шăп та лăп кăна, халĕ çеç Путапа чĕнни те тĕлĕкри евĕр туйăнать.
— Куна тата мĕскер пулнă? Ÿсĕр мар пулĕ-çке? — çамрăк енне пуçĕпе сĕлтсе кăтартрĕ ватă. Хăватлин шăрши çук та, кам пĕлсе çитерейтĕр.
— Чирленĕ вăл. Ссылкăна ăсатма тухма пÿрчĕ пире. Ĕпхÿ леш енне çитмелле, анчах халтан кайрĕ, çитерейместпĕр пулĕ тесе шиклентĕмĕр. Телее, çул тăрăх курах кайрăмăр çуртсене, ун пирки хулара тахăшĕ сăмах вĕçертсе хучĕ. Шанса пĕтменччĕ, тĕрĕсех ав, — ăнлантарчĕ ылтăн пакунли. Ыттисем сăмах та чĕнмерĕç, чешăп тăчĕç. — Шел çамрăка, те тата вилсе кайĕ çул çинче, çавăнпа та ĕнтĕ сирĕн патăра çаврăнтăмăр та.
— Апла-тăк, иртĕр тĕпеле. Ав, путмар çине вырнаçтарăр, — сĕнчĕ Путап хăйĕн вырăнĕ çине кăтартса.
Çамрăка тĕпеле кĕртсе вырнаçтарчĕç. Унăн вăйĕ-халĕ пертте юлман пулас, урисене те хăйне сыхлакансем çеç çĕклесе хучĕç, çийĕнчен кивĕ кĕрĕкпе витрĕç.
— Пурлăхне пĕтĕмпе туртса илнĕ. Ку кĕрĕке те юлташĕсем кăна пачĕç, — хăйсенче айăп çуккине пĕлтерес тесе-ши, чĕнчĕç хайхисем.
— Сывалсан пурăнать, вилсен пире ан ÿпкелĕ, типейлесе пытарăр вара. Хальлĕхе ырă каç пултăр, — çапла калаçкаласа хăнасем урама тухрĕç. Вĕсене ăсатса ярас шухăшпа ватă та тенкĕлтетсе тухрĕ, çынсем хыçлă хупă çуна çине вырнаçрĕç те, малти тилхепене карт! туртса лашана хускатрĕ. Самантран вĕсем çил-тăман авăрĕнче çĕтрĕç. Те тата ыйхă тĕлĕшпе тĕлленнĕ тейĕн-и. Çилĕ пĕр кĕвĕ çав-çавах уларĕ, тапхăр-тапхăр нимĕн те курăнмасть, хушăран кашкăрсем уланă сасса вăрман енчен илсе çитерет. Чуна витерет уланă сасă. Юрать ку çулхине ял таврашне килсе тухмаççĕ. Иртнĕ çулхине аванах тарăхтарнăччĕ вырăнти халăха, те пĕрисен сурăхĕсене пăвса хăвараççĕ, те тепĕрисен качакисене. Йытăсене те тиркесе тăмаççĕ.
Путап мучи хăнăхнă йăлапа хăй çине хĕрес хыврĕ, унтан çаврăнчĕ те алăка уçса пÿрте кĕчĕ. Пÿртрен ăшшă туртса илнĕ пулсан та, тултан кĕрсен аванах ăшă халĕ. Ыйха путнă кинеми вăл çÿренине сисмесĕрех юлчĕ. Хăйă та вăл çÿренĕ майăн сÿнсе ларас патне çитнĕ, унăн кăварланнă пуçĕ мĕльт-мĕльт турĕ те çурт тĕттĕмлĕхе путрĕ. Тĕпелте çамрăк йывăррăн сывлани илтĕнет. Мучи кантăк патĕнчи сак çине выртса шухăша кайрĕ.
Майĕпен шурăмпуç та çуталса килчĕ, тăман лăпланчĕ, çĕр çинче çĕнĕ кун пуçланчĕ. Путап мучи сак çинчен тăрса çамрăк патнелле çывхарчĕ. Мĕнле вырттарса хăварнă çав-çавах выртать вăл. Пит-куçĕ путса кĕнĕ мăнтарăнăн. Тултан вут пуленисене юртан шаккаса илсе кĕчĕ те мучи, кăмакана хутса ячĕ. Çулăм малтан хăюсăррăн тĕкĕнчĕ пуленесене, унтан вăй илсе аванах хыпăнса кайрĕ. Ялкăшса çунаççĕ пуленесем, çийĕнчех пÿртре те ăшă пулса кайнăн пулчĕ.
Те çавăнпа, çамрăк темĕн сас панă пек пулчĕ, ватă тимлĕнрех итлерĕ: ассе до, ассе до. Нимĕн те ăнланмарĕ мучи, ют чĕлхе ют чĕлхе çав. Путап мучи салтакра та пулнă, унтан хулана та пĕрре çеç мар тухса çÿренĕ, ку йышши сăмахсене илтмен. Ерминккесене пĕрре кăна кайман вĕт вăл. Тутар та мар, мăкшă та мар, вĕсен чĕлхисене кăшт та чухлать-çке вăл. Пачах урăх.
Хăмпă карнă чÿречерен çутă кĕме пуçласан ватă тинкеререх пăхрĕ, сăнарĕ. Курчĕ те — хăраса ÿкрĕ, çийĕнчех виçĕ хутчен хĕрес хыврĕ. Ара, çамрăкăн тутисем çинче тĕс те çук, çамки çине тар тапса тухнă. Çавă çеç кĕлеткере чун пурнăçшăн кĕрешнине палăртса тăрать. Ак каллех çамрăк: ассе до, ассе до, тесе чĕнчĕ. Кинеми ыйхăран вăраннăскер:
— Путап, тен, шыв ыйтмасть-ши вăл? — терĕ.
Темле шалти туйăмпа Путап мучи хăй те çавнашкал шутланăччĕ ĕнтĕ, при таткине нÿретрĕ те унпа çамрăкăн тутисене йĕпетрĕ. Пулăшрĕ-ши, çук-ши, çамрăк пĕр кана шăпланчĕ.
…Çавăн пек уйăх ытла иртрĕ. Пылпа сиплев курăкĕсен вăйĕ сая каймарĕ курăнать, çамрăк тăрса ларакан пулчĕ. Ун пирки килсе тĕпчекен пулмарĕ. Манăçрĕç ахăр тата кама кирлĕ çын пулĕ вăл. Куç умĕнчен çухалнă — юранă та. Вăл часах пÿртре унтан-кунтан тытăнса çÿрекен пулчĕ. Путап мучи вара ăна пĕчĕккĕн чăваш сăмахĕсене вĕрентме пуçларĕ. Пурнăç хăй еккипе малалла пычĕ. Лешĕ кăшт ăнкартакан пулсан, мучи тĕпчеме пикенчĕ: кам пулать, хăш таврашран, сахал-и-мĕн ютран килнĕ çынран ыйтса пĕлмеллисем. Петербурх хулинчен тесен тĕлĕнсе кайрĕ Путап мучи, ăçтан-ăçтан хĕл кунĕнче çул тытнă. Мускавĕ ăçта та, Петĕр паша хули унтан та инçетре-çке. Ку пирки илтнисем пур ĕнтĕ.
— Патша майрин влаçне юраймасăр хуса янă граф пулатăп эпĕ. Де Герсо йăхĕнчен пырать пирĕн несĕл. Жан этьен Мари тесе чĕнеççĕ мана, сирĕнле Иван пулатăп, — вĕçлерĕ çамрăк сăмахсене.
— Эх, пурнăç, — ассăн сывларĕ ватă, — мĕскер кăна курма тивмест-ши пурăннă пурнăçра? Çемьÿ пур-и вара сирĕн? — шăп кăшт ларнă хыççăн татах сăмах хускатрĕ Путап мучи. Ара, хăçан та пулсан ун патĕнче çавăн пек те чаплă çын пурăнасса пуçа та илмен-çке вăл.
— Вĕсем тепĕр çуна çинчеччĕ. Чирлесе ÿкиччен пĕрлеччĕ, малаллине пĕлместĕп. Сирĕн патăра та мĕнле килсе çитсе ÿкнине те чухласа илейместĕп, тĕлĕкри евĕр кăшт астăватăп. Йăлтах пăтранса пĕтрĕ пуçăмра. Хăш таврара эпĕ халĕ?
— Мĕнлерех килсе тухнине каярахпа каласа парăп… Пĕкĕлме уесĕнче эсир халĕ. Эпир кунта ултă-çичĕ килĕ çеç. Харпăр хăйĕн хуçалăх. Вырăнĕ ытла та илемлĕ кунта, — Путап мучи таçта инçетелле тинкерчĕ. Пуçĕнче тĕрлĕрен шухăш явăнчĕ: ялĕ ÿссе кайĕ, çынсем йышланĕç, пурнăç улшăнĕ…
Çапла майпа, Путап мучи çемьинче çамрăк француз Жан Этьен Мари Де Герсо граф йăхĕн несĕлĕ вырнаçса çĕнĕ йĕрке хыврĕ. Урăхла каласан манăн мăн-мăн асатте…
Сенкер куçлă пике
«Çыр хĕрринче, хысак çинче, тÿпе пек сенкер куçлă пике тăрать…» — сăввăн малалли йĕркисем пуçран сирĕлнĕрен, ниепле те аса килмерĕç. Тата кирлех-ши вĕсем?
Çимун çав тĕпсĕр асамлă сенкер куçсене ăшшăн асăнчĕ чĕрере. Хăлĕ, тен, вăл çав куçсенче путмашкăн та хатĕр пулĕччĕ. Вĕсен тарăнăшĕнче путнă чухне çăлăнăç та кирлĕ пулмĕччĕ. Тепĕр пируса ивĕртнĕ хушăра пĕр шутламан-уйламан çĕртенех каçхине пулса иртнĕ тавлашу аса килчĕ. Мĕншĕн хăйне кăшт чарса тăмарĕ-ши вăл ун чухне? Темĕн ĕнтĕ малтан ĕçне пурнăçлатпăр, унтан шутлама пикенетпĕр, анчах чылай хушăра: чавса çывăх та, çыртма çук.
Çепĕç чунлă пикепе вĕсем ĕнтĕ виçĕ çула яхăн тĕл пулаççĕ, унăн шухăшĕпе паянхи кунччен вĕсер хутшăнăвĕ иккĕшин кăмăлне те каятчĕ пек. Пурте аванахчĕ темелле, мĕнле хура кушак чупса иртрĕ-ши вĕсен хушшинчен? Каччă пикене чун-чĕререн савни хĕршĕн вăрттăнлăх мар. Алă çинче çĕклесе çÿреме те хатĕр вăл ăна, çийĕнчен тусан пĕрчине те сирсе шăлса ярĕччĕ-и тата. Нихăçан та Çимун пикене кÿрентерсе курман, пур енчен те тивĕçтернĕ. Халĕ тата мĕскер пулчĕ вĕсен хушшинче?
Хаклă йышши тум-юм, укçа-тенкĕ, ылтăн-кĕмĕл капăрлăхĕсене те хăшĕ кăмăлне кайнине туянса панă, тинĕсри круизсене те пĕрре çеç мар тухнă — пур енчен те пикен кăмăлне тупатчĕ. Атлантика тинĕсĕнче те пулса курнăранпа чылай вăхăт та иртмен-çке-ха. Каччă ятарласа çав куруиза тухма мĕнпур ĕçне хăварнăччĕ. Хăш хулара кăна пулса курмарĕç-ши вĕсем çула майăн та, каннă хушăра та. Хăть те мĕнле пике те çакăн йышши пурнăç çинчен ĕмĕтленмелле çеç тесе шутлать каччă. Ылтăн сăпка кăна çакса паман та алă çинче йăтса çÿременни кăна. Ара, тата мĕскер кирлĕ?
Харкашусем вара каччă пикене ачине пăрахтăр тесе çине тăнăран пуçланчĕç. Çав самантран пике çиллессĕн пăхма тытăнчĕ ун çине, чăркăшма тапратать кашнинчех. Тата пĕрлешесси пирки пике сăмах хускатсан, килĕшме васкамарĕ каччă, унăн шухăшĕпе вĕсене капла та питĕ аван вĕт, мĕскер çитмест? Çавăн пек çырăнса пĕрлешни кирлех-шим? Каччă пикене уйрăм хваттер туянса пачĕ, пур тăкаксене те саплаштарса пырать, укçа енчен те нихăçан та хĕстермест. Мĕн чухлĕ кирлĕ — çавăн чухлĕ тыттарать, хăçан ытларах та.
Мĕншĕн хăвăн ирĕкне ача-пăчапа, çемьепе хĕстермелле? Нивушлĕ ирĕк пурнăç йăлăхтарса çитернĕ ăна? Нимĕнле те ăнланса пĕтереймест каччă çакана.
Çемьеллĕ тусĕсем калаçусенче, каçхине е çурçĕр варринче ыйхă татса ача сиктернисем, арăмĕсем пĕр çукшăнах тăрт-март тунисем çинчен пĕрре мар каласа панă. «Кусемпе ан хутшăн, лешĕсем сана кирлĕ çынсем мар», — çавнашкал сăмахсем яланах, кунран кун илтме кама кăмăллă пулни пур? Ют хĕрарăм çине пачах пăхма юрамасть, çавăнтах кÿлешÿ палăрать теççĕ. Тата тăванĕсем пур çĕре те хутшăнма, пурăнма вĕрентме тăрăшаççĕ. Çук, çавнашкал пурнăç ăна пĕртте килĕшмест…
Паян вăл ăнăçлă çамрăк усламçă, хуть те мĕнле çул та унăн умĕнче уçă. Мĕншĕн-ха унăн хăйне пĕр çукранах чăрмавсем тăратмалла? Вăл ăçта çул тытас тет, çавăнталла утать, çемьеллĕ пурнăçра ку йышши хăнăхусемпе сывпуллашма тивет. Çемье, унăн шухăшĕпе, ирĕк пурнăç çине тăлă тăхăнтартнипе пĕр танах. Çимун тăван ашшĕ пурнăçĕ тăрăхах пĕлет, ашшĕ, хăйĕн арăмне тарăхма пĕр еркĕнĕн ытамĕнче киленет, хушăран тĕрлĕ йышши командировкăна каятăп текелесе. Арăмне те ĕнтĕ нихăш енчен те хĕсни çук, çуртра мĕр кирлĕ — пурте пур, анчах та ыркăмăллăх, татулăх çитейменни çук-çук та — сисĕнет.
Çакна темĕн чулĕ мулпа та саплаштарма пулмасть. Кун пирки ашшĕпе амăшĕ харкашнă хушăра ăнсăртран илтсе пĕлчĕ вăл, урăхла-тăк, тен, сисмен те пулĕччĕ. Çын çине кăлармаççĕ вĕт ĕç-пуçа. Кÿршĕ-аршăсем вара унăн ашшĕне тĕслĕх тесе кăтартаççĕ хăйсен упăшкисене. Кăшт та пулин пĕлсенччĕ вĕсем çав тĕслĕх ĕн пурнăçĕ çинчен! Çавнăтах шухăшĕсене улăштарнă пулĕччĕç-и, тен.
Çимун вара çемьеллĕ пурнăçра çавăн йышши ултавпа пурăнасшăн мар. Хутшăнусенче пушшех ултава йышăнмасть вăл: хуть ĕçтешсемпе, хуть хĕрсемпе. Хăйне çавнашкал кăмăл-туйăмлă çын тесе йăпанать ĕнтĕ хальлĕхе. Анчах таçти шалти, авалхи манăçнă ĕмĕт çук-çук та сассине парать: «Çимун, эсĕ хăвна улталатăн. Эсĕ тÿпе пек сенкер куçлă пикене тĕл пулма ĕмĕтленетĕн. Пике куçĕсем вара хăмăр тĕслĕ, çавăнта мар-ши чăн хуравĕ?»
Çутă кăвак куçсем — Çимунăн мĕн ачалăхран ларса юлнă ĕмĕчĕ. Çакăн пек ĕмĕт мĕн сăлтавпа астăвăмра юлнине, мĕскер тĕлĕшпе çуралнине хăй те астумасть вăл. Каччă çавăн тĕслĕ куçлă пикене тĕл пулма ĕмĕтленет, анчах тем чарса, пÿлсе тăрать ăна. Çавах та хăйне килĕшÿллĕ те ăслă пикесем тĕл пулсах тăраççĕ. Пĕр пулăм кăна чăрмантарать — атя саккунлă майпа пĕрлешетпĕр тени. Ăнланма та пулать ĕнтĕ, арлă-арăмлă пурăнма пуçăнсан, Аньăн шикленесси йăлт пĕтет, саккунлă майпа çырăннă упăшка йăпăр-япăр пăрахса кайма пултармасть.
…Çимун киленÿллĕыйхине татсавырăн çинче йăшăлтатрĕ, хăлхине алăкран шакканă сасă килсе кĕчĕ. Пике каçхине яланхилле сиввĕн калаçма, унтан ятлаçма тытăннăччĕ. Каярахпа хăйĕн çиллине тÿсеймесĕр хваттер уççине сĕтел çине ывăтса хăварнăччĕ. Халĕ, ав, кутăн килсе çитрĕ пулас.
«Ăнланса илнĕ, кутăн, таврăнса çитрĕ», — савăнăçлăн йăпанса хăпартланчĕ каччă. Васкамасăр çеç вырăн çинчен çĕкленчĕ. Вăхăта тăсса кутăнлашнă пикене юриех тарăхтарас тенĕн хăтланчĕ. Анчах та алăка уçсан, унта пике мар, хваттере тирпейлесе, хуçалăха тытса тăракан Ирина пулчĕ, качча тĕлĕнтерсе.
— Эпĕ сире тухса кайма та ĕлкĕрнĕ пулĕ тесе шутланăччĕ, çавах та, сас парса пăхас терĕм, — чĕнчĕ хайхи Çимуна курсан.
— Каçару ыйтатăп, эсир, Ирина, паянхине килесси пирки мансах кайнă, — кăшт кăмăлсăррăн (ара, пике пуласса шанса тăнăччĕ-çке, ĕмĕтленнĕччĕ) хуравларĕ каччă.
Халĕ ак, ку хĕрарăм куç тĕлне тухса тăрсан, каçхине пуçсăр хăтланса тусĕсене хăнана чĕнни тесе аса килех кайрĕ. Çав тĕлĕшпе Иринăна сĕтел çине хатĕрлеме чĕннĕччĕ. «Çук, кун пек чылай ĕçме юрамасть», — хăйне ятласа илчĕ çав хушăра каччă. Ĕçре Çимуна карьерăпа пĕр картлаша çÿлелле çĕклерĕç те, çав савăнăçа паллă тума хатĕрленнĕччĕ-çке.
— Ыльăм, Çимун, енчен те эсир хирĕçлеместĕр-тĕк, эпĕ кăнтăр вăхăтĕнче мăнука хампа пĕрле илсе килесшĕнччĕ. Атьсем хăнана каяççĕ те, ачана хăварма никампа çук. Эсир ан пăшăрханăр, вăл сире пĕртте чăрмантарас çук. Пуплеме юрать те ĕнтĕ, ку темĕнех мар.
— Тархасшăн. Кун пирки сăмах та çук, Ирина! Çавăтса килĕрех. Анчах та мана апат-çимĕç туянмалли списокне хатĕрлесе параймăр-ши? Эпĕ халĕ кайма хатĕрленетĕп. Тата енчен те эсир килĕшсессĕн, çула май ачăра хамах машина çине лартса килме пултаратăп. Хирĕçлеместĕр пулсан, паллах…
— Чăн та-и? Тавтапуç, ыльăм. Эпĕ халĕ тирпей кÿртем-ха хваттере, ирхи апат хатĕрлем. Аня килет-и? — çавах кăсăкланмасăр юлмарĕ Ирина.
— Çук, — татăклăн хуравларĕ хирĕç каччă.
Ирина текех тĕпчемерĕ, çамрăксем хирĕçеççĕ те, мирлешеççĕ те — пурнăç вĕт вăл, ача-пăча вăйии çеç мар, унăн мĕскер ĕç пур çамрăксем хушшинче. Килмест-тĕк — килмест. Хăйсен ирĕкĕ. Иринăн хăйĕн те пуç ватмалли шухăшсем туллиех.
Çимун тумланнă хушăра темиçе хутчен кĕсъере караслă телефон шăнкăравларĕ: туссем, амăшĕ пулчĕ. Аня çав-çавах шăнкăравламарĕ. Те ĕнтĕ хăй пĕрремĕш шăнкăравласса кĕтет? Епле пĕлсе çитейĕн мĕскер унта, пикен пуçĕнче?
Каçхине çилленнипе, каччă пике тухса кайни аван тенĕччĕ. Çитменне хĕр пĕр çук çĕртенех унăн кăмăлне пăсса хăварчĕ. Паян вара унсăрăн кичем, темĕн çитмест пек. Хваттер пушанса юлнăн туйăнать. Темех мар, иртсе каять тесе çавах хăйне йăпатма тăрăшрĕ. Çветтуй вырăн пушă пулмасть темеççĕ-и-ха? Урама тухса пĕр хутчен кăна ши-и! тесе шăхăрсан çавăнтах тĕрлĕ енчен, тĕрлĕ кĕтесрен хĕрсем пуçтарăнаççĕ. Каярахпа ÿкĕнме те ĕлкĕрĕ-ха. Виçмине Çимунăн амăшĕ каллех çемье çавăрасси пирки сăмах хускатнăччĕ, мăнуксем кирлĕ, имĕн! Мăнуксем! Вĕсем кăна çитместчĕç Çимунăн пурнăçĕнче.
Çав калаçу вăхăтĕнче каччă амăшне хыттăнах каларĕ, манăн пурнăçа ан хутшăн тесе. Халĕ, ав, аса илчĕ те — ÿкĕнчĕ чĕлхине тытса чарайманнишĕн. Унта та кĕрсе каçару ыйтмалли çинчен манăçтармалла мар терĕ хăйне, хатĕрленнĕ май.
Çула майăн каччă пылак апат-çимĕç лавккине кĕрсе амăшĕ валли пылак кукăль туянчĕ. Ара, амăшĕн чĕрине кăшт та пулсан çемçетмелле-çке-ха. Унтан тепĕр лавккара Ирина ырса панă списокпа апат-çимĕç туянчĕ те алăри сехетне пăхса илнĕ хыççăн Иринăн мăнукĕ патне çул тытрĕ. Хăй çывхарса пынине телефонпа шăнкăравласа систерсе хучĕ. Ирина хĕрĕ ăна урамра калинкке умĕнче кĕтсе илчĕ. Пилĕк çулхи хĕрача шурă тĕслĕ кĕпепе, çÿçне илемлĕн çеç пуçтарнăскер, амăшĕн аллинчен тытса тăрать.
Çимун машинан малти алăкне уçрĕ те:
— Вырнаçăр, чиперккем. Мĕн тери илемлĕ сирĕн çÿçĕр! — терĕ.
— Çимун, мухтасси пирки асăрхануллă пулăр, ача питĕ кăмăллать мухтанине. Ĕнер ирхине кăна манран: «Анне, мĕскер пулать вăл илĕртÿçĕ?» — тесе ыйтрĕ. Ăнлантарса патăм, çавăнтах: «Ара, ку вĕт пĕтĕмпех ман çинчен», — тет. — Йăл-кулупа каласа пачĕ хăрачан амăшĕ, пепкине машинăна вырнаçтарнă май.
Хĕрача сăмсине каçăртса малалла тинкернĕ хушăрах юбкине тирпейлерĕ. Унтан вара аллисене чĕркуççийĕсем çине хучĕ. Амăшĕ юлашкинчен вĕсене алă сулчĕ те машина хускалса кайрĕ.
— Чиперкке, — чĕнчĕ каччă хĕрачана шÿтлĕ сăпайлăхпа, — эпĕ вĕт сирĕн ятăра та пĕлместĕп. Уçмастăр-ши мана ку вăрттăнлăха?
— Алина. Алинчик тесе чĕнсен те хирĕçлессĕм çук, — хуравларĕ хĕрача.
Кун хыççăн каччăн ахăлтатса кулса ямалли çеç юлчĕ. Тимлĕн пăхрĕ вăл ун çине. Хĕрача, шурă кĕпе тăхăннăран, тÿперен аннă пĕлĕт евĕрех курăнчĕ. Кун ытла та шăрăх пулнине халĕ каччă тавçăрса илчĕ те ачана сĕнес шутпа:
— Сире, чиперккене, мороженăйпа сăйлама юрать-ши?
— Сăйласан питĕ аванччĕ, ытла та шăрăх, — пуçне сулчĕ килĕшсе Алина. — Çырлаллине анчах. Анне вара кун пирки пĕлмесĕр юлтăр. Юрать-и?
«Ытарайми илемлĕ хĕрача ку, Алина. Çитĕнсе çитсен никама та парăшас çук», — ăшĕнче шухăшласа пычĕ Çимун. Кафе патĕнче машинăна чарчĕ. Алăка уçса хĕрачана алă тăсрĕ, машина çинчен анмашкăн пулăшрĕ. Çав самантра вĕсен куçĕсем тĕл пулчĕç. Тĕл пулчç те Çимун самантлăха шак хытса кайрĕ. Куçсем! Акă, вĕсем, арçын ĕмĕрĕпе кĕтнĕ куçсем!
— Сирĕн куçăрсем хĕвеллĕ кунхи тÿпе евĕрех!.. — чăтса тăраймарĕ каччă.
— Мĕн тери илемлĕ сăмахсемпе палăртма пултартăр эсир манăн куçсем пирки! Ыттисем вара пурте кăвак тĕслĕ теççĕ те — пĕтрĕ.
Кафене кĕрсе вырнаçса ларсан Алина пĕр чарăна пĕлмесĕр калаçрĕ. Именесси çук пулас ку хĕр тĕпренчĕкĕн. Иринăн асăрхаттарăвне аса илтерсе пур тантăшĕсем çинчен каласа пачĕ, аслашшĕ пĕр çукшăнах ача çине мăкăртатнине те хăвармарĕ. Чылай мĕскер çинче пĕлтерчĕ, чылайăшне тавçăрмасăрах юлчĕ Çимун. Хăй вара ăнтан кайса итлесе ларчĕ хĕрачана, çав хушăрах унăн секер куçĕсенчен хăйĕн куçĕсене илмерĕ. Ытарайми илемлĕн курăнчĕç вĕсем ăна.
— Алина, эсир хирĕçлеместĕр пулсан, эпĕ пĕр самантлăха пăрăнам халĕ. Шăнкăравламаллисем пур, — терĕ каччă телефонне алла тытса.
— Мĕнле ĕнтĕ эпĕ хирĕçлеме пултараятăп, çавăн йышши сăйланă хыççăн. Çавах та вăрах мар. Анне мана пĕччен хăварма хушмарĕ, — пысăк çын евĕрех хуравларĕ хĕрача.
Тусĕсене шăнкăравласа вечеринка пулманнине пĕлтернĕ хыççăн манса кайиччен тесе килне шăнкăравларĕ. Алинăна хулари аттракционпа паллаштарма хатĕр пулнине пĕлтерчĕ Иринăна. Ирина ку сĕнÿрен тĕлĕнчĕ, çавах та качча хирĕçлемерĕ.
Каçхине, хĕрачанаасламăшĕн аллинчен тыттарнă хыççăн, каччă машинăран тĕрлĕ курупкăсем пушатма пикенчĕ. Ирина тĕлĕнсех кайрĕ:
— Ара, Çимун çав териех тăкакланма кирлĕ марччĕ ĕнтĕ. Мана кун хыççăн аван та мар. Кусене пурне те Алина ытараймасăр туянтарчĕ ĕнтĕ.
— Ирина, пуçăра ан илĕр! Эпĕ хамăн савăнăçпа туянтăм! — хирĕç кулчĕ кăна каччă. — Сирĕн питĕ пултаруллă мăнук! Вăл манăн куçсене уçрĕ пурнăç çине. Турă сыхлатăр ăна!
Ирина нимĕн ăнланса илеймесĕр тăчĕ. Мĕнле майпа пĕчĕк ача пысăк çынна куçне уçма пултартăр?
Иринăпа мăнукне килне ăсатса хăварнă хыççăн каччă тинех амăшĕ патне çул тытрĕ. Пÿрте кĕрсен каччă амăшĕнчен каçару ыйтрĕ. Унччен вара вăрттăн пăшăлтатсарах:
— Анне, пĕр пĕр йышăну турăм. Сана килĕшессе шанатăп. Хатĕрленсе тăр!
Нумай тытăнса тăмарĕ амăшĕ патĕнче — васкавлăн тухса вĕçрĕ çуртран. Тĕлĕннĕ амăшĕ темĕн те шутласа пĕтерчĕ, анчах тупсăмне çавах тупмарĕ.
…Çурсĕр те иртсе пыратчĕ пулĕ алăк умĕнчи шăнкăрав янăраса кайнă чухне. Хĕр ĕнертенпе йĕнипе хĕрелнĕ куçĕсемпе алăк шăтăкĕнчен пăхрĕ. Ту ленче никама та асăрхамарĕ, мĕнле тăрăшса тинкерсен те. «Ара, тĕлленмерĕ-çке», — терĕ пике хăйне хăй шанмасăр. Асăрханса алăкне ÿçрĕ те урайĕнче кĕмĕл тĕслĕ йăлтăркка хутпа илемлетнĕ курупка курах кайрĕ. Алла илсе уçрĕ курупкăна, шалта хĕрлĕ тĕслĕ кĕлчечек.
«Нивушлĕ Çимун килсе кайнă?» — вĕльтлетсе илчĕ пике пуçĕнче шухăш. Чечекĕн туни çине вара пикене тĕлĕнтерсе ылтăн çĕрĕ тирнĕ те çумне шурă хут лектернĕ. Шурă çинче хĕрлĕпе пĕртен-пĕр сăмах анчах çырнă: «Таврăнсам!»
Тĕлĕнмелле тĕлпулу
Ку пулăм манăн пурнăçра яш çулсенчи тапхăрта килсе тухнăччĕ. Вăл вăхăтра ăнланса-тавçăрса çитме çук пулăмсем, тĕш-мĕш пирки уççăн калаçнине асилместĕп. Хăшĕ ял кулли пуласран шикленнĕ, хăшĕ тата та ăссăрсен пульницине ăсатасран та хăранă пулĕ, халĕ мĕскер ун çинчен хускатма. Пĕрре мар хам çинче сиснĕ çавнашкал пăхнине, мĕн-тăр каласа панă хушăра.
Çавă каçхине ĕçрен кая юлса таврăнма тÿр килчĕ. Отпуска тухнăран хутсемпе çÿресе чылай вăхăт иртрĕ. Отпуска вара, кашни çул тенĕн, кĕрхи вăхăтра тухатăп, хăвăр ăнланатăр, çак тапхăрта кăшт кун каç енне сулăнчĕ, кунçути тĕксĕмленме те пуçăнать. Тăвтă-пилĕк сехетре аванах каçхи сăн çапать. Енчен те пĕлнĕ-тĕк, çапла пырса тухасса, тепĕр кунхине хăварнă пулăттăм-ши хут ĕçĕсене? Машина çăмăллăн пырать асфальт сарнă тикĕс çулпа. Колонкăсенчен çепĕç кĕвĕ юхать салон тăрăх шăплăха сирсе.
Хула урамĕсене кĕрсе çитме нумай та юлманччĕ ĕнтĕ, икĕ-виçĕ çухрăмран та ытларах мар пулĕ, манăн машина ÿмĕнчен темĕн мĕльтлетсе иртрĕ вăркăннăн. Чарăну педалĕ çине те пусма ĕлкĕрмерĕм, çавах та чарăнтăм машинăна çул хĕрне кăларса. Ку вырăнта çак вăхăтра кам çÿретĕр-ши, тенĕ шухăш та килсе кĕчĕ пуçа, анчах та мĕлке вĕт курăнчĕ-курăнчех куç умĕнче. Куçкĕскирен пăхрăм, çавах çул çинче нимĕн те асăрхамарăм. Машинăн моторне чарса, тухрăм та каялла утрăм. Кунта çакă саманта та асăрхаттарса хăвармалла: ĕç-пуç çăва çывăхĕнче пулса тухрĕ, хире-хирĕç.
Мĕлкене асăрханă тĕлерех çитсен тепĕр хутччен те шырантăм, нимĕн те çук. Анчах та тĕлленмерĕ-çке?! Çавăн пек шутланăччĕ çеç, шалти туйăмпа ура сассисене илтрĕм. Çук, тĕлленмерĕ, тинкеререх пăхсан, хĕрессемпе палăксем хушшинче такам шалалла утнине курах кайрăм. Хăрарăм тени сахал пулать, çÿçсем вирелле тăрса кайрĕç пуç çинче. Пĕтĕм ÿт-пÿ ваккăн чĕтреме пикенчĕ, нихăçан пулман япала. Пĕр шухăшсăрах хам çине хĕрес хыврăм, анчах мĕлке çухалмарĕ. Мани çине пĕр чĕптĕм те тимлĕх уйăрмасăр шалалла васкарĕ. Мĕскер асăрхама çитертĕм, унăн аллинче пĕр çыхă шурă çеçкесемччĕ. Тен, урăх тĕслĕ пулнă-тăк асăрхаман та пулăттăм.
Машина патне васкавлăн çитсе хунар илтĕм те чупнăн çула урлă каçса çăва хапхи патне çитсе тăтăм. Хăрушлăх та пур, анчах кăсăклантăм ку пулăмпа. Çаплах хĕтĕртеççĕ-çке мана малалла утма, хистеççĕ. Акă, хуллен кăна йăпшăнса пыратăп мĕлке хыççăн темиçе утас каярах. Хунар сасартăк мĕльтлетсе илчĕ те, сÿнчĕ. Пĕтрĕм иккен, терĕм ăшра. Ара, тĕттĕмлĕх хупăрласа илчĕ-çке, çухататăп вĕт мĕлкене. Манăн телее пĕлĕтсем хушшинчен уйăх шуса тухрĕ. Халĕ тавçăрса илтĕм: машинăна çăва хапхине хирĕç лартса çутăсене çутнă-тăк, халĕ кăнтăр кунĕнчи пек çутă пулатчĕ икенне. Çавах та, уйăх çути те аванах çутатать. Унăн çутинче, çакă мĕлке пĕр палăк патне çитрĕ те кăшт пăрăнчĕ. Çав хушăра çухатрăм хайхине.
Палăк патне уйăх çутипе усă курса çитсен, чарăнса тăтăм. Тĕлĕнмелле, палăк умĕнче чечек çыххи выртать. Чечексем те яланхисем мар, ку йышшине йăпăр-япăр туянма çук. Ку вăхăтра кăна мар, уявсенче те тупма çук вĕсене. Мĕнле, ăçта туяннă? Тюльпанĕ, кĕлчечекĕ тĕрлĕ тĕсли пур сутура, кусем вара çук.
Уйăх çути меллĕн сăрхăнать çĕр çине, çавăн çутипе май тупса палăк çинче çыннин ятне вуларăм. Палăкăн чулĕ аваллăхран мăкланма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ, чылайранпа кунта никам та çÿременни те çийĕнчех палăрса тăрать. Ячĕ тăрăх кунта пархатарлă хĕрарăм ĕмĕрлĕхе вырăн тупнине уйăрса илтĕм. Анчах та мана урăх ыйту тăнăçсăрлантарчĕ: мĕншĕн-ха вăл канлĕх тупман? Тата ăçта çÿрет?
Ку йышши пулăмсем çинчен авалхи кĕнекесенче вуланă та, вулани вăл пĕрре, хăвăн куçупа курни пачах урăх. Туйăм та урăххисем чĕрере те чунра та. Куна çакăн йышши пулăмсемпе тĕл тума тивнисем çирĕплетме пултараççĕ. Мĕн чулĕ вăхăт иртрĕ-ши эпĕ шак хытса кайса тăнă хушăра, пĕлместĕп. Мана каçхи кайăк хулăннăн кăшкăрни тăна кĕртрĕ. Вырăна асра хăварса кутăн тухрăм машина патне. Утнăçемĕн хĕрарăм мана хыçран пăхнăн туйăнче, çавах та çаврăнмарăм. Тепĕр хутчен те хĕрес хыврăм, пулăшмарĕ темĕн.
Машина çине вырнаçсан, мотора хускатрăм та, аçа çапнăн вирхĕнтĕм ку вырăнтан. Халиччен те çакăн пек хăвăртлăхпа çÿресе курманччĕ. Тапхăр-тапхăр мĕлке çавара юлмарĕ, хыçри ларкăчсем çинче ларса пынăн туйăнчĕ. Çакă туйăм вара тата та хăвăртлăха ÿстерме хистерĕ. Юрать-ха, манăн телее çакă каç хирĕç килекен машинăсем пулмарĕç.
Çурт тĕлне çитсен, машинăна картишре вырнаçтартăм та, пирус туртса ятăм йÿçĕ тĕтĕме мăкăрлантарса. Тĕтĕм çÿлелле çĕкленет те сывлăшра сирĕлет. Урамра хунар çутатаççĕ юпасем çинчен, каçхи тÿперен çăлтăрсем. Хваттер кнтăкĕсенче унта-кунта çеç çутă палăрать, чылайăшĕ канлĕ ыйăха путма та ĕлкĕрнĕ. Пирĕн таврашра ытларах ватăсем пурăннăран, кунта тĕлĕнмелли темĕнех çук пулĕ. Пируса мăкăрлантарса пĕтернĕ хыççăн эпĕ те хваттере иртме васкарăм. Подъезд алăкне уçнăччĕ çеç чĕрене çурасла кăшкăрса кушак тухса сирпĕнчĕ подъездран.
Чĕре калт! çеç турĕ. Кушака вăрçнă хыççăн, çавах тĕттĕм подъезда иртрĕм. Миçе лампочка илсе лартман-ши, эрне те çутатмасть, кам та пулсан пăрса илетех. Асăрханса картлашкасем тăрăх çĕклентĕм хваттер патне çити, алăка уçса иртрĕм.
Каçхи апат хыççăн чылай та лармарăм, вырăн çине вырнаçрăм. Куçсене хупнăччĕ çеç, каллех çавă мĕлкен ячĕ килсе тухрĕ куç умне. Апполинария Галактионова. Кам пулнă вăл? Хăш вырăнта ĕмĕр ĕмĕрленĕ? Ыйтусем пĕрин хыççăн тепри çуралчĕç пуçăмра. Çавах та ыйхă хăйĕн авăрне тыткăнларĕ тыткăнларех…
Тепĕр кунхине ир çинченех, вăхăт сакăр сехет иртерехпе хулара вырнаçнă архива çул тытрăм. Иртнĕ пурнăç, пулам çинчен архивра хутсем пулма тивĕçех вĕт. Паянхине вăл хăть мĕне те компьютер çинче шырав йĕрки çинче çыратăн та, çавăнтах пурте куç умне тухса тăрать. Хăть кама та тупма май пур, енчен те хăçан çын çуралнă, хăш хулара пурăннине пĕлсен тĕппи йĕрĕпе пĕлтерет. Çавăн чукхне вара кун пирки ĕмĕтленме кăна юлатчĕ, мĕнле-тăр пĕлÿ кирлĕ чухне ăçта кăна çитме тÿр килместчĕ-ши. Эпĕ архива çитнĕ çĕре унта ĕç вĕресе тăратчĕ, çавăнпа та кăшт кĕтерех тăмалла пулчĕ, кам-тăр асăхасса шанса.
— Ырă кун пултăр, — чĕнтĕм хайхи çуммăн иртсе пыракан пикене.
— Ырă çеç, — хирĕç хуравларĕ пике, — сире мĕн-тăр кăсăклантарать? — ман çине тинкерсе пăхрĕ вăл.
— Манăн архив докуменчĕсенче пурччĕ кăсăк, — тÿрремĕн патлаттарса хутăм.
— Тăвансем пирки? Е тата мĕскер?
— Çук, пачах урăх. Çавах та хальхи самантра питĕ кăсăклантарать.
— Хăш тапхăр интереслентерет?
Эпĕ кăшт çухалса кайрăм, ара, çулĕсем пирки пăхма пуç та çитеймерĕ, тата тĕттĕмре ăçта унта тĕм те пĕр шыранма. Çавах та:
— 1900 мĕш çултан 1930 мĕш çулсем, — терĕм.
— Кăштах кĕтерех тăрăр. Халĕ пăхса илетĕп, мĕскерпе сире усăллă пулма пулать, — пике çаврăнса утрĕ çывăх кабинета, эпĕ вырăнта юлтăм. Вăхăта ирттерес шутпа стена çине çыпăçтарнă хуисене вуларăм. Кăштахран пике кутăн тухрĕ те, ман пата çывхарса:
— Каçарăр та, анчах сире интереслентерекен хутсем çук. Çавах та сире музея кайса пăхма канаш пама пултаратăп. Унта пĕтĕмпех пулма тивĕç.
— Таймапуç. Каçару ыйтатăп сире ахальтнех чăрмантарнăшăн. Чипер юлăр, — тесе тухса кайма кăна юлчĕ ĕнтĕ мана.
Малалла нимĕн тума аптраса, машина çине вырнаçрăм. Музейра пулшу кÿме пултарасса шанчăк сахал та, анчах манăн урăх ниăçта та тупма çук интереслентерекен хыпара. Вăхăт майĕпен шуса вуникĕ сехет те çитетчĕ-ши, музей умне пырса чарăнтăм. Музейре пĕр-пĕр мероприятие хатĕрленетчĕç пулас, пурте вырăнта. Пĕр музейăн сотрудникĕ патне çывхарса ыйтрăм хама кăсăклантаракан документсем пирки. Çийĕнчех темиçе папка кÿрсе хучĕ ман уман ума пике. Тимлĕн вулама пикентĕм хутсене, анчах мĕнле шырансан та пĕр хут çинче те Галактионова Апполинария çинчен асăнни çук. Икĕ хутчен асăнни пурччĕ ку хушамата, анчах арçынсем. Тен, тăванĕсем, мĕнле-тăр çыхăну вĕсен хушшинче пуррине те тупмарăм. Тав туса музейран тухрăм, çăва патне кайса тепĕр хутчен тĕплĕнрех пĕлес шутпа. Тен, палăк мĕнле-тăр шухăш парĕ, куçа уçĕ?
Çăва, ĕмĕрлĕхе канлĕх тупнă чунсен лаптăк, месĕрле хула мана шăплăхпа кĕтсе илчĕ. Кайăксен çуйхашни те илтĕнмест, çулçăсем те йывăçсем çинче вăтаннăн усăннă. Машинăна хапха умĕнче хăварса иртрĕм шала. Каçхине палăк хапхаран кĕрсен инçере те мар пĕк туйăннăччĕ, ытла та хăвăрт çитрĕм-çке ун чуне, чăнласа аванах шала иртмелле пулчĕ. Халĕ кун çутинче тĕрĕс-тĕкелех сăнаса пăхрăм палăка. Тарăн хуйха путнă пирĕшти, умĕнче, ура вĕçĕнче уçса хунă кĕнеке. Уçă страницăсем çинче хушамачĕ, ячĕ, çулĕсене палăртнă. Халĕ ăнланса илтĕм хамăн йăнăша, çирĕммĕш ĕмĕрĕн пуçламĕшĕ мар, вунтăххăрмĕш ĕмĕртех пурăннă хайхи хĕрарăм. Апла вара, музейре тĕл тунă арçынсем мăнукĕсем пулма пултараççĕ, енчен те мĕнле-тăр çыхăну вĕсен хушшинче пулсассăн.
Мĕн чухлĕ вăрттăнлăх упранать месĕрле хулара. Кашни палăк е хĕрес айĕнче хăйĕн историйĕ, хăйĕн вăрттăнлăхĕсем. Кашни пурăннă, ĕмĕтленнĕ… Палăк çумĕнче тăнă хушăра шалти туйăмпа çумра кам-тăр пуррине сисрĕм, те тата Апполинария хăех пулчĕ çакă. Анчах та мĕскер пĕлтересшĕн пулчĕ вăл, мĕскер каласшăнччĕ, эпĕ çав-çавах пĕлмесĕр юлтăм.
Ăнсăртран, шухăша пĕр саманта сирнĕ хушăра, çуммăн ватă çеç мучи тăнине курах кайрăм. Çи-пуçĕ иплĕ, сăн-пичĕ çинче сухалĕ те мăйăхĕ те наукăра тăрăшакансен евĕр.
— Чылайранпа ун патне никам та килменччĕ, — терĕ вăл ăнсăртран, аванлашмасăрах, енчен те кăшт пăрăннă хыççăн çывхарнăн.
— Чечек çыххи вара? — ыйтрăм эпĕ, каçхине кунта чечек çыххи курнине аса илсе. Кунта тата тепĕр тĕлĕнмелли килсе тухрĕ. Палăк çывăхĕнче те, аяккинче те чечексем çук. Палли те çук.
— Эсир шурă чечексем пирки? — хуравласса кĕтмесĕрех малалла тăсрĕ, — тăк, вăл вĕсене хăй илсе килет.
Арçыннăн сăмахĕсем мана пушшех çухатса ячĕç. Эпĕ чĕлхене çухатрăм темелле. Ку самант арçыннăн тимлĕхĕнчен вĕçерĕнмерĕ пулас, тата та чĕнчĕ: — эсир ан тĕлĕнĕр. Месĕрле хулара сахал мар тĕлĕнтерÿ, сыввисене ăнланма çук, пулса иртет.
Халĕ, ак, тимлĕн сăнаса пăхрăм ун çине. Кăшт тăна çухататтăм, ун хыçĕнчи япаласем витĕр курăнаççĕ. Мана ĕнтĕ çийĕнчен темĕн тĕлĕнтерчĕ унăн сăмахĕсенче, анчах та эпĕ ун çине çаврăнса пăхманччĕ. Тата çĕр аллă çулхи çыншăн ытла та патвар та çамрăк курăнать-çке.
— Яш тусăм, сире сахал мар тĕлĕнтерÿ кĕтет пурнăçра, — пуçларĕ вăл хăйĕн сăмахне, енчен те эпĕ унăн тусĕ пулнăн. — Апполинарийăна эпĕ çирĕм çулта пулнă чухнехинченех астăватăп. Вăл ун чухне Салтыкова хушаматпа çÿретчĕ, кăмăлсăрланатчĕ унтан. Хăв та илтнĕ пулĕ Салтычиха текен чунилли çинчен. Çук, вăл чуниллипе тăванлăхĕ çукччĕ вĕсен, енчен те ытла аякран пулмасан. Каярахпа Галактионов генерала качча тухсан тинех савăнчĕ, хуть ăçта та хĕр хушаматне пытарма тăрăшатчĕ. Чылай пурăнмарĕç вĕсем хулара, Питĕр хулине тухса кайрĕç. Вăл вăхăтра пĕр тапхăра çухатрăм ăна. Темиç çулччен Апполинария çинчен пĕр сас-хура та çукччĕ. Упăшки генерал пурнăсран уйрăлса кайсан, пĕринче хулара килсе тухрĕ. Виличчен те хура тумне пăрахмарĕ çийĕнчен, ăçта килсен те хура тум сырнăччĕ.
Эпĕ вара çав кĕвех çухалса кайнăн итлесе тăтăм, арçыннăн сасси тарăн пусăран евĕр çитрĕ манăн хăлхана. Кам сиртен çакнашкал самантра урăхла тăнă пулĕччĕ? Халиччен те пурнăçран ĕмĕр каярах уйрăлнă çын мĕлкипе тĕл тусан? Вăл кăна-и? Чĕрĕ, сывă çын евĕр калаçсан? Арçын ман çине пĕр тимлĕх уйăрмасăр тĕпчет: — пурнăсран та ăнсăртран уйрăлчĕ…
Темĕн, тĕ ура айĕнче типĕ турат хуçăлнинче пулчĕ тĕп сăлтавĕ, анчах та арçын куç умĕнчен çухалчĕ. Куçа тĕлленчĕ тесессĕн, каçхине сыпманччĕ-çке, çавах та машина çинче руль умĕнче çÿретĕп. Тата чечексене асăннине аса илсе каллех пăхса илтĕм вăл вырăна. Тусанĕ те кăшт та шăлăнман, чечексем пулнă-тăк йĕр юлмалла-çке. Анчах та, каçхине хамăн куçпа хам куртăм вĕт вĕсене унта! Хайхи арçынна курнă евĕрех. Унăн та пĕр йĕр те юлман, вăл тăнă вырăнта курăк та таптанман, çав-çавах çĕкленет.
«Вăт манăн отпуск пуçланать!» — аванмарланса шутласа илтĕм хам çеç.
Чултан каснă пирĕшти умĕнче тата та кĕтерех тăтăм арçын килсе тухасса, тăтăшах. Вăл татах курăнмарĕ. Хĕрессемпе памятниксем çеç йĕри тавра курăнаççĕ куç умне. Вилнисен тĕнчипе сыввисен тĕнчи сайра хутра хирĕç пулаççĕ. Çăваран тухнă хыççăн, манăн кăшт та информаци пулчĕ тĕлĕнмелле мĕлке пирки, анчах та вĕсем мана пушшех аптратса ячĕç. Ăçтан, мĕнле майпа килсе тухрĕ арçын? Мĕншĕн мана уçрĕ вăл çавна? Ыйтусем хуравĕнчен ытларах. Тата ăçта çавах та пурăннă вăл Апполинария? Тен, унтанпа мĕн-тăр упранса юлнă вăл таврашра? Мĕншĕн эпĕ арçынран ыйтмарăм ун пирки? Халĕ ÿкĕнтĕм çакăн çинчен, анчах чавса çывăх та, çыртма çук. Шанчăк сахал ĕнтĕ, хулара кашни вунă-вун пилĕк çул хушшинче çĕмĕреççĕ те кивĕ çуртсене, çĕнĕ хăпартаççĕ. Вăхăчĕ те аванах иртнĕ çавăнтанпа.
Хулана таврăнсан мана кулленхи ĕçсем тыткăнларĕç те, хĕрарăм çинчен шухăшсем сирĕлсе пĕтнĕпе пĕрехччĕ пулĕ, ăнсăртран пĕр пулăм килсе тухман-тăк.
Пулса иртрĕ вара çавнашкал. Эпĕ ĕнтĕ тĕлĕрсе те кайнăччĕ, çавă хĕрарăмăн сăн-пичĕ килсе тухрĕ куç умне. Уççăнах мана пĕлтерчĕ вăл: музейре чи курăнакан вырăнта ун çинчен информаци тупма пулать, имĕш. Эпĕ, тен, вырăна та хуман пулăттăм-ши е, анчах та вăл тепĕр каçхине те тĕлленчĕ. Енчен те манăн ун умĕнче парăм пулнăн, çине тăрса каларĕ. Эпĕ ун çинчен, пĕр каçхине тĕл туман пулсан чĕптĕм те пĕлместĕм: те пурăннă вăл, тĕ çук.
Çавах та пĕр ÿркенмесĕр кайса килтĕм музее. Ара, кăнтăр кунĕнче те канăç памасть вĕт шухăш. Музее кĕрсенех, йĕппе чикнĕн туйрăм çан-çăва, çав туйăмах пĕр стенд патне тĕллесе уттарчĕ. Стенд çинче вара сăнÿкерчĕк курах кайрăм. Ку сăнÿкерчĕк çинче пионерсен çуртне сăнарланă. Кам пĕлсе çитме пултарнă, çавă çурт иртнĕ ĕмĕрте генералăн тăлăх арăмĕн, Галактионова Апполинарийăн çуртчĕ икенне? Анчах та пурте çапла.
Тепрĕ ыйту канăçсăрлантарчĕ: мĕншĕн вăл халиччен те тăнăçланмасть? Мĕншĕн сыввисен канăçне чăрмантарса çÿрет? Эпĕ тата тарăнрах тĕчеме тытăнтăм. Апполинария çуртра пĕчченех пурăннă, темиçĕ тарçă хĕр тытнă çурта пăхса-тасатса тăма. Хыткăн пулнă Апполинария е çемçе чунлă, ун пирки нимĕн те пĕлме çук, анчах та пĕр тарçă пике хулари çамрăкпа явăçса кайнă. Кун çинчен хуçа арăмĕ пĕлсе çитсен, пĕр пуссăр кăларса ывăтатăп тесе юнать пикене. Пике вара савнине вĕçертнĕ кун çинчен. Чылай та вăхăт иртмест, Апполинарийăна пĕр ирхине юнлă вырăнĕ çинче тупаççĕ, кăкринчен çĕçпе чикнĕ. Паллăх, пĕрремĕш качча сĕтĕрме тытăнаççĕ. Тата камăн сăлтав пулма пултартăр ват çынна пурнăçран уйăрма?
Хулара чылай вăхăт халăх шавлать кун çинчен. Хăшĕ çине тăрса явап тыттармалла, тенĕ качча. Паллă ĕнтĕ, халăха шавласа пултăр, чăн сăлтавне пĕлсе çитеççĕ-и, çук-и, сас-хура тÿперен те çÿллĕрех çĕкленет. Анчах вĕсене кăмăлсăрлантарса çамрăка нимĕн те тумаççĕ. Айăпсăр çынна епле явап тыттарма пулать? Вăл каçхине каччă тепĕр хĕрарăм патĕнче пулнă ирччен, ун пирки пĕр кăсăксăр çынсем çирĕплетсе каланă. Вĕсем хăйсем те тĕрмене ларттарнă пулĕччĕç-ши, çавах тĕрĕсне хирĕç кайма вăй-хал çитермен полици участокне йыхравласан. Кам пулнă вăл хурах, вĕсне-хĕрне тупмасăрах ĕсне хупаççĕ. Апполинарийăн аслă ывăлĕ, вырăнти тиек çырупа çырса пĕлтернĕ хыççăн, Питĕр хулинчен килсе тирпейлесе пытарать амăшне, пирĕшти палăкне чултан кастарать маçтăра, пурне те вĕçлесен кутăн тухса каять тăван çемьи патне. Тепĕр кунхине палăк çинче куракансем шурă чечек çыххи асăрхаççĕ. Кам килсе хунă, кун пирки никам та пĕлсе çитмест. Хулари ватăсем каланă тăрăх, çавăнтанпа вăл каçхине кашни çул палăк патĕнче чечек çыххи курăнать те çĕтет.
Анчах та… анчах та халиччен те никам та хăйĕн куçĕпе хăй курни çук кăна кам илсе килнине…
Çын куççулĕ çĕр çине ÿкмест
Шăплăха сирсе шалтăртатса-кĕмсĕртетсе тимĕр хапха ун хыçĕнче хупăнчĕ. Ирхи тĕтреллĕ çанталăк сирĕлсе те çитетчĕ, çавах сывлăшра нÿрĕк уççăнах туйăнса тăрать. Тÿпене карса илнĕ кĕрен пĕлĕтсем хушшинчен хĕвел пайăркисем тăсăлаççĕ çĕр çине: кун ăшă, хĕвеллĕ пулма тивĕç апла. Хапха патĕнчен уйрăлса темиçе утас утасланă хыççăн кăна Çеруш хăйса кялла çаврăнса пăхрĕ. Çÿллĕ хÿме çийĕнчен улт-çичĕ рет йĕплĕ пралук тăсăлать хапха икĕ еннелле, хушăран йытăсем вĕрни те çитет хăлхине. Çеруш вăтăр çула çывхарса пыракан каччă: кĕрнеклĕ, латака хул-çурăмлă, çаврашка пичĕ çинче тарăн вырнаçнă куçĕсем тÿрех куç тĕлне пулаççĕ. Тискеррĕн пăхаççĕ куçĕсем таврана: енчен те кам-тăр айăплă унăн ăнман пурнăçĕнче. Ултă çул ытла иртрĕ каччă пурнăçĕ çакă хапха шал енче. Калама кăна вăл ансат, çамрăк вара кашни кунне çеç мар, сехетне те шутлатчĕ ирĕке тухассине.
Вăрах вăхăт тăван сасăсене илтменрен, таврара шăплăх хуçаланнăн туйăнчĕ ăна. Трактор кĕрлени-и е автансем авăтни хăлхана çурса кĕриччен. Унăн тунсăхне çакă сасăсемшĕн калама та сăмах çитес çук. Кашни кун çкă сасăсем хăлхара тăрсан эпир вĕт вĕсене тимлĕхе те илместпĕр: пур аван, çук темĕнех мар. Каччă утасĕсене хăвăртлатса инçерех пăрăнас терĕ кунтан. Ултă çул хушшинче ашшĕпе амăшĕ ĕçмелли-çимелли кÿмен-тĕк çитменне тата почтăпа ещĕкĕ-ещĕкĕпе ярса паман пулсассăн, мĕнлерех пурăнса ирттерĕтчĕ-ши вăл çак çулсене? Ÿкĕтлени те пулнă ĕнтĕ, вăрçнă самантсем те — ытахальтен хупса хумарĕç вĕт ăна, ирĕрен уйăрмарĕç, çавах та мĕнле хăртсассăн та, амăшĕ шеллет ăна. Кашни аннешĕн хăй ачи хаклă çав, хăть миçе çулта пулсан та. Çул тăрăх утнă май, Çеруш хирĕç килекен арçынна асăрзарĕ. Танлашса çитсессĕн, каччă:
— Ырă кун пултăр сире, — тесе чĕнчĕ.
— Аванах-ха, — хуравларĕ арçын.
— Автостанци е чукун çул чарăнăвĕ хăш вырăнта вырнаçнине пĕлтерсемччĕ, — куçĕнчен пăхрĕ арçынна Çеруш.
— Хаваспах, Çакă урампа çур çухрăм ытларах иртсен, сулахаялла пăрăнăр, тÿрех куç тĕлне тухаççĕ иккĕшĕ те.
— Таймапуç, ырă çыннăм, — сывпуллашса уйрăлса кайма хатĕрленнĕччĕ çеç, татах çаврăнчĕ: — енчен те май пулсан пĕр пируспа тивĕçтереймĕр-ши?
Пируса тивĕртнĕ хыççăн вăл малалла васкарĕ. Чăнласа та, кăшт вăхăт та иртмерĕ, куç умне пулчĕ автостанци. Халăх йышлăн явăнать тÿремре: çул çине тухнисем, ăсатакансем — калаçаççĕ, шÿтлеççĕ, кулаççĕ. Çерушăн чунĕнче темĕн-капланса тăвăлса килчĕ: пĕрремĕш кун ирĕкре. Куна мĕскерпе танлаштарса пулать-ши? Куçĕсенчен куççульсем те сисĕнмесĕрех тапса тухрĕç, макăрас килчĕ каччăн ача чухнехи евĕр.
Акă вăл кассăсем патне çывхарса билет ыйтрĕ. Çийĕнчех вăл автобус çине билет туйянма умкай пулчĕ, çавах та кăшт уйланă хыççăн шухăшне ылмаштарса пуйăс çине туянас терĕ. Пĕкĕлме хулине çитиччен миçе хутчен автобус çинчен автобус çине куçса лармалла, пуйăсĕ вара тÿрех Пĕкĕлмене çитиех. Билетне туяннă хыççăн, Çеруш йĕри-тавра пăхкаларĕ те, кĕтесре вырнаçнă киоск енне çул тытрĕ, пирус туянчĕ. Курупкăна уçса пĕр пируса çийĕнчех тивĕртсе мăкăрлантарса те ячĕ. Йÿçĕ тĕтĕм ÿпкине кĕрсе минтретсе ячĕ, ара, каçхинче туртнă хыççăн ку вĕт иккĕмĕш пирус çеç. Унтан васкамасăр, уçăлса çÿрес шутпа, çуммăн вырнаçнă пасара кĕрсе тухма шут тытрĕ.
Мĕнле кăна таварсем çук-ши кунта: тĕрки-тĕркипе тум-юм, атă-пушмак, чашăк-кашăкĕ, укçи-тенки кăна пултăр кĕсъере çителĕклĕ, куçсем алчăрса каймалла. Çеруш сăнаса çаврăннă хыççăн амăшĕ валли парнелĕх тутар туянчĕ те перрон патне утрĕ.
Те кĕске каснă çÿçĕсем илĕртнĕрен, те тата пĕрер сăлтав пулчĕ çакăнта, хăйĕн енне пĕр йĕрке хуралĕ çывхарнине асăрхарĕ. Çийĕнчех, те тарас-и е, тесе шутласа та пăхрĕ, çавах та хăйĕн çире хальлĕхе айăп туйманран, каччă вырăнтах юлчĕ. Мĕнле пулсан та, куна асăрхасан темĕн çÿçенсе илчĕ каччă.
— Ырă кун пултăр. Документсене пăхма юрать пулĕ? — аванлашнă май ыйтрĕ çакă.
«Ырă кун, гражданин начальни», — тесе кăшт тытăнса юлчĕ персе ярасран Çеруш, халĕ те вăхăтĕнче чĕлхине çыртса ĕлкĕрчĕ:
— Ырă кун. Паллах, юрать, — тăсрĕ билетпа колонирен тыттарнă хута.
— Чипер, чипер. Ирĕке тухрăр, пулать? — пуçне сулкаласа хуравларĕ йĕрке хуралçи.
— Çапла.
— Пурте йĕркеллĕ. Пĕкĕлме хулине çул тытатăр, апла?
— Тĕрĕс. Тăван киле таврăнатăп, — нимĕн пытармасăр чĕнчĕ каччă.
— Ырă çул пултăр. Пурте йĕркеллĕ, — кутăн тавăрса панă хушăра сăмах вакларĕ милиционер. Унтан айккинелле пăрăнса утрĕ.
Бесплатный фрагмент закончился.
Купите книгу, чтобы продолжить чтение.